Ертӳҫӗсене лайӑхрах ӗҫлеччӗр тесе критиклеҫҫӗ
ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн Дмитрий Самаренкинӑн докладне сӳтсе явнӑ май, Павлӑ районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫи Виталий Козлов пӗлтерӗшлӗ самантсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ
"Председатель лайӑхрах ӗҫлетӗр тесен, эпир ӑна кӑштах критиклемелле, унсӑрӑн вӑл малашне те виҫӗ ҫул ҫаплах ӗҫлет.
Эпӗ Чӑваш наци юхӑмӗнче пӗрремӗш кунсенченех. Николай Сорокин астӑвать вӑл вӑхӑтсене. Аслисем нумайӑшӗ кайрӗҫ, эпӗ вӗсене тав тӑватӑп. Докладра ячӗсем янӑрарӗҫ, тавтапуҫ.
Кунта тухса калаҫакансене итлерӗм. Кӑмӑла кайрӗҫ ҫамрӑксем те, пӗртен пӗр вырсарни шкулӗ те. Аван. Анчах та вӑл кӑна мар вӗт-ха.
Халь ӗнтӗ лару-тӑру ӗлӗкхи пек мар.
Паянхи кун Президент пире пулӑшмасть тесе калаймастпӑр, Пулӑшать пире. Туслӑх Ҫурчӗсем ӗҫлемеҫҫӗ теейместпӗр. Аван ӗҫлеҫҫӗ. Анчах чӑвашлӑх пур ҫӗрте те чакса пырать. Айӑпӗ вӗсенче мар, пирте. Эпир ачасене хамӑр чӗлхепе калаҫма вӗрентеймесен, мӗн усси кунта тухса вӑрах сӑмах калани? Пирӗншӗн ку ӗҫе урӑх ҫын тумалла мар, вӑл хамӑрӑн тивӗҫ.
Кунта 400 ҫухрӑмран 5 сехет ытла килтӗмӗр, ҫӗрӗпе каялла каймалла пулать-ха. Ҫулсем те пур. Ӗлӗкхи пек вӗҫсе-чупса ҫӳрейместпӗр. Ҫавӑнпа та, Дмитрий Анатольевич, пире кӑшт кӑна тимлӗх уйӑрни кирлӗ.
Эпӗ Сире хамӑн 70 ҫулхи юбилее чӗнтӗм – килмерӗр. Кӑмӑл юлать вӗт. Ҫавӑнпа та малашнехи ӗҫре ҫакна шута илессе шанатӑп",– терӗ Павлӑ районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев