Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Эсӗ ак, Домодедовăра пурăнатăн, вӗçме пӗлетӗн-и-ха?

Çамрăк журналист ял хуçалăхӗ çинчен репортаж тăвать: – Иван Иванч, ку ӗни мӗн чухлӗ сӗт парать? – ыйтать пӗр выльăх çине тӗллесе. – Пӗр тумлам та памасть. – Мӗншӗн тытатăр эппин? – Вăкăр пулнипе тытатпăр.

Яка Кулине мастерскойне килнӗ:
– Пулас упăшкан венчет çӗрри çине гравировка тутарасшăн. Мӗн çыртармалла-ши, калăр-ха? – сӗнӳ ыйтать хӗрарăм-маçтăртан.
– «Халех каялла тăхăннă пул!» – тесен аванрах пуль, – хуравлать лешӗ.
* * *
Чăнкă Мирунăн арăмӗ 20 минут çыру вуласа ларать.
– Кам сана çавăн пек вăрăм çырусем çырать?! – чăтăмлăхӗ пӗтет Мирунăн.
– Сочире канакан Вӗçелис ара, –
– Мӗн çӗнни вара Вӗçелисăн?
– Килсен каласа парап тесе çырать...
* * *
– Арăму сан çӗнӗ мерседесупа аварие лекнӗ терӗç, тӗрӗс-и? – шăнкăравлать Чăнкă Мируна Вӗçкӗн Ваççа.
– Лекнӗ çав.
– Хăй сывă-и хăть?
– Хальлӗхе сывă-ха, тарса пытанчӗ, – тет Чăнкă Мирун.
* * *
– Чернобыль панулмине туянăр! Чернобыль панулмине туянăр! – кăшкăрса сӗнет кинеми пасарта хăй таварне.
– Кукамай, капла каласан кам туянтăр сан панулмине? –асăрхаттарма пăхать Вӗçкӗн Ваççа.
– Хуняма валли тесе черет тăрсах туянаççӗ, ачам.
* * *
– Ваççа, Кулине мӗнле пурăнать-ха, мӗнле вăйлă юратуччӗ те сирӗн?
– Пӗтнӗ пирӗн юрату.
– Уйрăлса кайрăр-им элле?
– Пӗрлешрӗмӗр.
* * *
Çамрăк журналист ял хуçалăхӗ çинчен репортаж тăвать:
– Иван Иванч, ку ӗни мӗн чухлӗ сӗт парать? – ыйтать пӗр выльăх çине тӗллесе.
– Пӗр тумлам та памасть.
– Мӗншӗн тытатăр эппин?
– Вăкăр пулнипе тытатпăр.
* * *
Яка Кулинепе Вӗçелис калаçаççӗ:
– Пӗлетне, темиçе çеккунтрах 500 килокалори çухатрăм вӗт, – каласа парать Вӗçелис.
– Чăнах-и, мӗнле?
– Сисмерӗм те алăри гамбургер лачака çине шап! турӗ.
* * *
– Чунăм, мӗнле-ха капла? Анапăран ху, ишме пӗлместӗн, – тет каччă савнине.
– Эсӗ ак, Домодедовăра пурăнатăн, вӗçме пӗлетӗн-и-ха? – парăмра юлмасть хӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев