Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ешӗлвар районӗнче вырнаçнă «Майский» теплица комбинатне Тутарстан Президенчӗ пырса курнă

Вăл çырласем, хăярсем, помидорсем тата ытти çимӗç ӳстерекен теплицăсене курса çаврăннă, энергоцентр ӗçӗпе паллашнă. Рустам Миннихановпа пӗрле Ешӗлвар муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Михаил Афанасьев тата «Майский» ТК генеральнăй директорӗ Ильшат Ганиев пулнă.

Кризиса хирӗç çак предприяти ӗнтӗ нумай çул кӗрешет. Теплицăсенче ӳстерекен пахча-çимӗçсем пахалăхпа Европа производителӗсенчен кая мар. Хӗллехи теплицăсен лаптăкӗ 35 гектар. Çулталăкне кунта 43 пин тонна пахча-çимӗç туса илеççӗ. Предприятире 862 çын ӗçлет.  

«Майский» комбинат хăйне кирлӗ япаласене йăлтах хамăр çӗршывра тунисене илет. Картон коробкăсене те кунтах туса кăлара пуçланă. Ӳсен-тăрансене биологи тӗлӗшӗнчен хӳтӗлес, халăхсем хушшинчи мӗн пур стандарта тивӗçтерекен хăйӗн системи пур.  

Ильшат Ганиев пӗлтернӗ тăрăх, Хусан тата çывăхри ытти районсенче пурăнакан çынсене тин çеç ӗлкӗрнӗ пахча-çимӗçсемпе тивӗçтерес тесе комбинат ял-хуçалăх ярмаркисене хастар хутшăнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев