Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ешӗлварта хальхи вӑхӑтра хӗрарӑмсен конкурсӗ пырать

Малтан пухӑннисене тата конкурсантсене район пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев саламларӗ.

Республикӑри "Женщина года. Мужчина года: женский взгляд" конкурсӑн зонӑри тапхӑрӗ Ешӗлварта иртет. Ӑна "Тутарстан хӗрарӑмӗ" общество организацийӗн пуҫарӑвӗпе ирттереҫҫӗ. Паллах ҫак конкурса Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине тата ТАССР 100-ҫуллӑхне халалланӑ.
Конкурса Апас, Пӑва, Теччӗ, Кайпӑҫ, Камско-Устинский, Ешӗлвар, Ҫӳльту, Ҫӗпрел районӗсен представителӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Жюрире кашни районӑн глава ҫумӗсем е культура управленийӗн пуҫлӑхӗсем ларнипе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма йывӑр пуласси сисӗнет. Малтан пухӑннисене тата конкурсантсене район пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев саламларӗ.
Конкурса хутшӑнакансем хушшинче Теччӗ районӗнчи Пухтел, Кайпӑҫ районӗнчи Кӳльпуҫ, Пӑва районӗнчи Пӳркел, Ҫӗпрел районӗнчи Матак хӗрарӑмӗсем пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев