Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Эсир мӗнле калаҫатӑр?

"Сувар" Тиктокне тата ыти социаллӑ сетьсене тӗрлӗ регионсенче тата районсенче чӑвашсем мӗнле калаҫнине танлаштаракан видеосем ӳкерсе кӑларнӑччӗ эпир. Ҫак видеосем питӗ нумай комментарисем пухрӗҫ, унта чӑвашсем хӑйсем мӗнле калаҫни пирки ҫырчӗҫ. Ҫавна пула эпӗ нумай диалектизм пухрӑм. Сире те ҫав сӑмахсемпе паллаштарас.

Морковь - кишӗр, шӗкӗнтӗр, муркав, мурка;
Картошка - ҫӗр улми, ҫӗрми, улма, паранкӑ, кантук;
Окно - чӳрече, кантӑк, касуй, укашка;
Зеркало - куҫкески, куҫлӑх, тӗкӗр;
Комар - вӑрӑм туна, чиркки, вис, ӳпре;
Колодец - пусӑ, ҫӑл;
Заблудился - ҫухалса кайрӗ, аташса кайрӗ, ҫӗтсе кайрӗ;
Лекарство - имҫам, эмел, им;
Блины - икӗрчӗ, куймак, пӗлӗм;
Бабушка - асанне, кукамай, папи, кокам;
Кладбище - масар, вилкарти;

Эсир ҫак сӑмахсене илтнӗ-и? Хӑвӑр мӗнле калаҫатӑр?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев