Сувар

Эсир пуррипе тӗнче илемлӗ

Уяв ячӗпе!

 Паян, мартӑн 8-мӗшӗнче Пӗтӗмтӗнчери хӗрарӑмсен кунне паллӑ тунӑ май, эпир те пирӗн сайта вулакан илемлӗ те маттур чӑваш пикисене ҫурхи пӗрремӗш уявпа чун-чӗререн саламлатпӑр.

Хисеплӗ аннесем, асаннесемпе кукамайсем, аппасемпе йӑмӑксем, хӗрсемпе кинсем, тӑхлачӑсемпе пӑянамсем, эсир пуррипе тӗнче илемлӗ. Ҫак илеме эпир сирӗн маттурлӑхӑрта, ҫепӗҫлӗхӗрте, сӑпайлӑхӑрта, татулӑхӑрта, ӗҫченлӗхӗрте, тирпейлӗхӗрте, хастарлӑхӑрта, тараватлӑхӑрта куратпӑр.
Яланах ҫавӑн пек пулма сире Турӑ вӑй-хал парса тӑтӑр.
Уяв ячӗпе!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: