Сувар

Эсир Владимир Вольфовичпа килӗшетри?

Комментарисенче ҫырма пултаратӑр.

Владимир Жириновский Раҫҫей Парламенчӗн  ҫӳльти палатине — Федераци Канашне пӗтерме сӗннӗ. Ҫакӑн ҫинчен вӑл хӑйӗн Твиттерӗнче пӗлтернӗ.
Патшалӑх Думин вице-спикерӗ хӑйӗн шухӑшне "ҫӗршывра кирлӗ мар депутатсемпе чиновниксем нумай" тесе ҫирӗплетнӗ. Унӑн шухӑшӗпе чиновниксен аппарачӗсене икӗ хут чакармалла. Унсӑр пуҫне, ЛДПР ертӳҫин шухӑшӗпе, мӗн пур шайри парламентсенчи, ҫав шутра Патшалӑх Думипе Мускав хула думинчи депутатсене 2 хут чакармалла.
Кун пек шухӑша Жириновский маларах та каланӑ пулнӑ. Сӑмахран, майӑн 12-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн Твиттерӗнче: "Парламентсенче социаллӑ дистанци пултӑр тесен, депутатсен шутне икӗ хут чакармалла, ҫакӑ укҫасене те перекетлеме май парать", – тесе ҫырнӑ пулнӑ.

Сӑнӳкерчӗксем ЛДПР парти сайтӗнчен

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (3)
Осталось символов:
  • 21 мая 2020 - 09:38
    Без имени
    Народный артист России))
  • 20 мая 2020 - 20:36
    Без имени
    Анкӑ-минкĕ сӳпĕлтетнипе пĕрре те нимĕн те туман-ха. Хӑйне кӑтартса ларни ҫеҫ.
  • 20 мая 2020 - 07:53
    Без имени
    Питĕ тĕрĕс каланă