Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ескульсем хăйсен вăйӗпе часавай тунă

– Аннене те, аттене те Ескулӗнче пытартăмăр. Ăçта кӗлтутарас ыйту сиксе тухсан шăтăк чавакансем Ульяновскран яла килекен трасса хӗрринчи хуть хăш масар çинчи часавайра та тума пулать терӗç. Ун чух кун пирки шухăшлама вăй-хал та пулмарӗ. Каярах, хамăр çине йăтăнса аннă хуйхă кăшт пусăрăнсан пуçа шухăш пырса кӗчӗ: мӗншӗн çавнашкал часавай хамăр ялта çук-ха?

Украинăра ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа икӗ çул тӗнчере тӗп тема пулнă коронавирус çинчен те мантăмăр темелле. Коллективлă иммунитет çирӗпленсе çитнипе-ши, чирлекенсен шучӗ самай чакрӗ. Анчах та çак путсӗр вирус пӗтмеллипех пӗтмен. Шел те, чире çӗнтереймесӗр вилекенсем те çук мар. Акă, тӗслӗхрен, Ульяновск хулинче пурăнакан вулаканăмăр Светлана Исакова кăçал çак вируса пула виçӗ уйăх хушшинче малтан амăшне, унтан ашшӗне çухатнă. Инвалид ача ӳстерекен Светланăпа мăшăрӗшӗн Пётршăн Елизавета Александровнăпа Виктор Александрович пысăк тӗрев пулнă.

Амăшӗпе ашшӗ сасартăк вилни шухăш çуратнă

– Аннепе атте кӗтмен çӗртен вилни пирӗншӗн уяр кун аçа çапнă пекех пулчӗ. Пурăнмалăх пурччӗ-çке-ха – анне 72-ре кăначчӗ, атте 77-реччӗ. Анне манăн Пăва районӗнчи Ескуль хӗрӗччӗ. Эпӗ те, Ульяновскра çуралнă пулсан та, хамăн ачалăхпа яшлăха çак ялта ирттернӗ темелле. Каникулта, уявсенче, отпускра пӗрмай ялтаччӗ эпир... – каласа парать Светлана. 

Çывăх çын çут тӗнчерен уйрăлнинчен пысăк хуйхă этемшӗн çук та пулӗ. Темле йывăр пулсан та вилнӗ çынна тирпейлесе, кӗлтутарса  пытармалла вӗт. 

– Аннене те, аттене те Ескулӗнче пытартăмăр. Ăçта кӗлтутарас ыйту сиксе тухсан шăтăк чавакансем Ульяновскран яла килекен трасса хӗрринчи хуть хăш масар çинчи часавайра та тума пулать терӗç. Ун чух кун пирки шухăшлама вăй-хал та пулмарӗ. Каярах, хамăр çине йăтăнса аннă хуйхă кăшт пусăрăнсан пуçа шухăш пырса кӗчӗ: мӗншӗн çавнашкал часавай хамăр ялта çук-ха? Хамăрăн çывăх тăванпа Юрий Петрович Ефремовпа калаçса пăхма шутларăм кун пирки. Вăл ман шухăша ырларӗ çеç, социаллă сетьсенче ял масарӗ çинче халăх вăйӗпе часавай тăвас шухăш пурри пирки пӗлтерӳ çырма сӗнчӗ. Каланă – тунă. Пӗлтерӗве «Одноклассники» социаллă сетьре лартсанах çак шухăша ырлакансем, укçа-тенкӗпе пулăшас текенсем тупăнчӗç. Еплерех тусан лайăхрах пулать-ши тесе тӗрлӗ вариантсене сӳтсе явма пуçларăмăр, – ӗçсем еплерех пуçланнипе паллаштарать С.Исакова. 

Кирилл митрополит пилӗпе

Ял-йыш, хулара пурăнакансем тӗрев панине курсан Светланăпа Петенькăн (Пётра Ескульте çапла чӗнеççӗ) часавай пулатех текен шухăшӗ çирӗпленнӗ çеç. Вӗсем Хусан епархийӗн Пăвари благочинине кайнă. Иоанн атте вӗсене итлесен ырă ӗçе пуçлама пилленӗ, Хусан тата Тутарстан митрополитӗнчен Кирилтан пил ыйтма сӗннӗ. Хăят ялӗнче иртекен уявра владыкăна курса унран та пил илнӗ Исаковсем. 

Светланăпа Петенька çанă тавăрсах ӗçе пуçăннă: цилиндрланă пурасем хатӗрлекен производство тупса унта заказ панă, Шупашкарта пысăк мар купол тутарнă, ытти кирлӗ япаласене туяннă. Ял-йыш укçа пуçтарас ӗçпе кăсăклансах тăнă, хутран-ситрен тавлашуллă ыйтусем те сиксе тухкаланă – пӗрлехи ӗçре унсăр мӗнле ӗнтӗ? Çапах та калаçсан-калаçсан пӗр шухăш патне килнех ескульсем. 

Светлана Николаевна ял çыннисен ятӗнчен Пăва районӗн пуçлăхӗ патне те пулăшу памӗ-и тесе ыйтупа тухнă. Шел пулин те, бюджетра нухрат тупăнман. Хальхи çăмăл мар саманара кун пек ӗçе тумашкăн спонсор тупма çăмăл мар, çавăнпа та часавая туса пӗтерме пулăшас текенсенчен нухрат пухмашкăн ятарлă шут уçнă. 

Сăваплă ӗçе хутшăннă кашни çынна тав

Тăрăшсан, çине тăрсан пуçланă ӗçе вӗçне çитерме пулатех. Кăçалхи апрелӗн 10-мӗшӗнче пуçланă ӗçе çак кунсенче вӗçленӗ.

Тăхăрьяла кӗрекен ытти ялсенчи çынсем иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш çулӗсенче йӗркеленӗ Ескульте паян 46 килӗ çеç, 100-е яхăн çын пурăнать. Халăхӗ питӗ туслă вара. Çавăнпах часавай тăвас ӗçе те пӗрле, килӗштерсе ӗçленӗрен хăвăрт вӗçлеме май килнӗ. Светланăпа Пётр Исаковсем çак сăваплă ӗçе пурнăçа кӗртес тесе ырми-канми тăрăшнă çынсене чӗререн тав тăваççӗ: пӗтӗм ӗçе хастар хутшăннă Юрий Ефремова, фундамент чавнă çӗрте тăрăшнă Владимир Львова, Евгений Ерусланова, Иванпа Александр Убанеевсене, Николай Макарова, Игорь Ранцева, Владимир Баринова, Радик Ежова, Анатолий Ежова, Олег Власова, блоксемпе пулăшнă Валерий Сюрминпа Виктор Емельянова, фундамент хывнă Иван Авандейкинпа Вячеслав Никитина, туса пӗтернӗ хыççăн сăрлас, хăтлăх кӗртес ӗçре тăрăшнă Галина Ежовăна, Валентина Седовăна, Елена, Диана тата Валерия Ефремовăсене, йывăр блоксене техникăпа куçарма пулăшнă Валерий Романова,  стройка вӗçленсен юлнă материалсене тирпейленӗ, часавай тавра, алăк умне брусчатка сарнă Александр Ранцева тата ыттисене те. Çавăн пекех Светланăпа Пётр Наталья Ефремовăна пӗтӗм кăмăлтан тав сăмахӗсем калаççӗ: вăл çăвӗпех ӗçлекенсене апат пӗçерсе çитерсе тăнă тата Исаковсен хăйне хăй пăхайман инвалид ывăлне те пăхнă. Уйрăммăн 5 çулти Данил Ефремов çинчен те каласа хăвармаллах: вăл, хăй пӗчӗкне пăхмасăр, аслисене çак сăваплă ӗçре пултарнă таран кашни кун пулăшнă. Паллах ӗнтӗ, часавай тума укçа хывнă кашни çынна тав тăваççӗ Исаковсем.

Часавай хатӗр. Ӗнер субботник те ирттернӗ, халӗ светить тăвасси çеç юлнă. Часавай тăвас ӗçе пуçарнă Петенькăпа Светлана Исаковсем вара ӗçсем ăнăçлă вӗçленнипе питӗ кăмăллă. Ăçтан вăй-хал тупаççӗ-ши вӗсем – хăйсем те çăмăл пурнăçпа пурăнмаççӗ-çке-ха. Светлана Николаевна Ульяновскри В.А.Копосов ячӗллӗ психиатри больницинче медсестра пулса ӗçлет. Пётр Николаевичăн вара пӗлтӗрхи ноябрь уйăхӗнче, хуняшшӗпе хунямăшӗ чирлесе ӳксен, ӗçне пăрахма тивнӗ, мӗншӗн тесен хăйсен 2001 çулта çуралнă инвалид ывăлне пăхмалла. Йывăрлăхсен умӗнче пуçа усма хăнăхманскерсем ниме пăхмасăр халăхшăн та ырă ӗç тума мехел çитереççӗ. Ескульсем хăйсен ялӗшӗн çакăн пек тăрăшнăшăн Исаковсене чӗререн тав тăваççӗ. 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

С.Исакова сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Светлана молодец, взялась и до конца довела дело, у нас нет в деревне тоже часовни , хотим но никак не соберемся

    Теги: буинские чуваши