Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаçнă юлташне этем нихăçан та манса каймасть

«Олег вилнӗ тесе ан калăр. Вăл вилмен! Ун пек çынсем вилме пултараймаççӗ! Унăн чӗри тапма чарăннă, тейӗр.»

Хӗвеллӗ те сивӗ çанталăк. Пӗлтӗрхи çак вăхăтри пекех. Юр кăна сахалтарах. Çуркунне кăçал икӗ эрне маларах килмелле теççӗ. Кăçал та эпир, иртнӗ çулти пекех, Пушкăртстан делегацийӗпе пӗрле Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ Эйпӗç еннелле çул тытрăмăр. Манпа пӗрле «Урал сасси» хаçатăн тӗп редакторӗ Юрий Михайлов тата Пелепей районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Владимир Яковлев. Вăхăтсăр вилнӗ юлташăн Çулталăкне асăнма каятпăр. 
«Мустаев пире иккӗмӗш хут тӗлпултарать вӗт», – вӗлтлетрӗç пуçра шухăшсем. Мартăн 14-мӗшӗнче Олег Мустаев вӗреннӗ Лащ Таяпари вăтам шкул стени çине асăну хăми çакаççӗ. 
Вырăна кăшт маларах çитнӗрен малтан чиркӗве кӗрсе тухрăмăр. Силуан Атте кăмăллă çын, чăваш ӗçӗсемпе кăсăкланать, тӳрех палласа илсе хапăл турӗ. Кӗскен кăна ял историйӗ, чиркӗве мӗнле çӗклени çинчен каласа пачӗ пачăшкă. Эпир çурта илсе лартрăмăр, чăвашла тӗн кӗнекисене туянтăмăр. Чăваш митрополийӗ «Ырă хыпар» ятлă журнал та кăларса тăнине пӗлме кăмăллă пулчӗ. 
Çынсем чиркӗве кӗре пуçларӗç. Акă Теччӗ районӗн хисеплӗ гражданинӗ Николай Сергеев килчӗ, ун хыççăн Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Владимир Ильин. Олег Мустаева Тутарстанра та питӗ хисеплетчӗç, ытти çӗрсенче те.
Шупашкартан Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай, Марина Карягина журналистка, Александр Капитонов усламçă, палламан çынсем нумай. Чӗмпӗр делагацийӗ пуринчен те пысăк пулнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тăр. Унти чăвашсемсӗр пуçне армянсем, азербайджансем, таджиксем те килнӗ. Делегацие Ульяновск облаçӗн Правительствинче халăхсем хушшинчи хутшăнусен управленийӗн пуçлăхӗ Сергей Паховский ертсе пычӗ. Асăну хăмине уçас умӗн йӗркелнӗ кӗске церемонире вăл Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн Алексей Русских ятӗнчен Олем Мустаевăн астăвăмне упранăшăн пурне те тав турӗ. 
–    Çын пурнăçне вăл хăй хыççăн мӗн хăварни тăрăх хаклаççӗ. Олег Николаевичăн пурнăçӗ – чăваш халăхне чунтан юратнинче кăна мар, вăл халăхсем хушшинчи туслăха çирӗплетессишӗн нумай турӗ. Вăл сахал пурăнчӗ, анчах та нумай туса ӗлкӗрчӗ. Ăна сума суса астăвакансене питӗ пысăк тав, – терӗ Сергей Вячеславович.
Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçине Олег Николаевич хыççăн Владимир Бабайкина суйларӗç. Вăл Мустаев юрлакан юррăн сăмахӗсене аса илчӗ: «Пурнăç иккӗ килмест, ӗмӗр вӗçсӗр пулмасть, пӗр-пӗрне ăнланар, хуçăлма кирлӗ мар...»
–    Олег Николаевич час-часах И.Я.Яковлев каланă сăмахсене аса илетчӗ: «Эп туса пӗтереймен ӗçсене эсир туса пӗтерӗр». Эпир ун ӗçне малалла тăсатпăр. Вăл палăк тума тытăнчӗ – туса пӗтертӗмӗр. Вăл автономи çуртне юсама тытăнчӗ – юсаса пӗтертӗмӗр. Мустаев ӗçӗ малалла пырать халăх культурине сарас ӗçре те, – терӗ Владимир Петрович. 
Валери Туркай Олег Мустаевпа питӗ çывăх калаçнă çын. Вӗсем кунне икӗ-виçӗ хут телефонпа калаçни нормăна кӗнине те пытармарӗ. Юлташне пытарнăранпа вăл ăна халалласа ӗнтӗ темиçе сăвă та çырнă. 
–    Тăван халăхӗшӗн кунӗн-çӗрӗн ӗçленине пула Олег Мустаев пурăннă чухне чăваш халăхӗн чи сумлă çыннисен шайне çӗкленме пултарчӗ. Эпӗ паян чи малтанах тав тăвасшăн Олегăн ашшӗпе амăшне, унăн çывăх тăванӗсене. Вӗсем çуратса ӳсетрнӗ çакăн пек улăпа, çакăн пек вăйлă, хăватлă çынна. Эпӗ тав тăвасшăн Çӗнӗ Эйпӗç халăхне, Лащ Таяпа халăхне. Эпир малтан асăну хăмине вăл çуралнă кун, раштавăн 4-мӗшӗнче уçăпăр тесе шутланăччӗ. Çапах та тăванӗсемпе канашланă хыççăн, паян уçас терӗмӗр. Нумай çын пулăшасшăнччӗ, анчах та çак асăну хăмин тăкакӗсене пӗтӗмпех унăн тăванӗсем хăйсем çине илес терӗç, – терӗ чăваш халăх поэчӗ. 
Шкул умӗнчи митингра тăракан ачасен чăтăмлăхне сивӗ çил касса тӗрӗслет. «Мустаев пек хастар та çирӗп пулăр!», – теççӗ вӗсене аслисем. Пуринчен те вирлӗрех Марина Карягина каларӗ. 
–    Эпир кунта пуш сăмах калама килнӗ тесе ан шутлăр. Итлӗр, астуса юлăр. Пӗлетри, вырăсла кашни чăваш ачи пӗлет. Эсир кăна мар. Акăлчанла та эсир тепӗр акăлчанран лайăхрах пӗлӗр, вырăсла та вӗсенчен хăйсенчен лайăхрах пӗлӗр. Анчах хăвăр кам иккенне ан манăр! Эпир вырăс пулса пӗтейместпӗр, ачасем. Хамăрăнне сутсан эпир никам та мар пулатпăр, – терӗ Марина Федоровна. 
Сăмах калакансем нумайăн пулчӗç. Асăнма килнӗ çынсем Олегпа пӗрле вӗреннине, ӗçленине аса илеççӗ. Мустаевăн хӗрӗ Надежда чăвашсемшӗн çунса тăнă ашшӗне çынсем çапларах сума сунăшăн пурне те тав турӗ. 
Шкулти фойере унта 1976-1983 çулсенче вӗреннӗ Олег Мустаев çинчен кӗске курав йӗркеленӗ. Интерактивлă доскапа сăнӳкерчӗксен слайдне курма пулать. Видеосем те пурччӗ. Анчах та вӗсене пăхма йывăртарах. Шел, питӗ шел. Çитмест пире Мустаев... 
Масарти унăн вилтăприйӗ ыттисенчен уйрăлса тăрать – вăл çара чечек ăшӗнче. Чӗмпӗрсем мăйăрпа хăналаççӗ: «Олег мăйăр юрататчӗ». Шӳтлеме те юрататчӗ, купăс калама та, апат пӗçерме те. Чи пӗлтерӗшли – кашнийӗнпе пӗр сăмах тупма пултаратчӗ.  
Каялла таврăнатпăр. Мустаевпа çыхăннă пурнăçри пулăмсем аса килеççӗ. Ун ячӗпе мӗнле-тӗр ăмăрту е фестиваль ирттерес килет. 
Валери Туркай каланă сăмахсем пуçран каймаççӗ: «Олег вилнӗ тесе ан калăр. Вăл вилмен! Ун пек çынсем вилме пултараймаççӗ! Унăн чӗри тапма чарăннă, тейӗр.»  
Этемӗн чӗри тӗпне кӗрсе вырнаçнă юлташне вăл нихăçан та манса каймасть. Олегăн çутă сăнарӗ те ӗмӗрлӗхех пирӗн чӗресенче упранӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

1

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев