Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Этемшĕн этем ан пултăр ытлашши

Пăвари ваттисен çуртне те Çĕнĕ çул çитрĕ. Яланхи пекех Хĕл Мучи вырăнĕнче - пăвасен Хусанти ентешлĕхĕ пулчĕ.

Ирек Закиров ертсе пыракан ентешлĕх  çак ыркăмăллăх акцине йăлана кĕртрĕ тесен те юрать. Пăхаканĕсемсĕр юлнă ватăсем валли уяв сĕтелĕ хатĕрленисĕр пуçне 20 шкап парнелерĕç. Хальхи вăхăтра интернатра 120 ватăпа инвалид пурăнать, вĕсенчен 25-шĕ вырăнпах выртать. Вĕсене пăхнăшăн пенси укçин 75 проценчĕ патшалăха юлать. Ватăсен çуртĕнче хÿтлĕх тупнисенчен 47-шĕ кăна пăвасем, Апаспа Хусантан 15-шер, Çĕпрелпе Теччĕрен те пур. Пăвари интернатăн шайĕ республикăри ытти çакнашкал çуртсенчен çÿллĕрех. Медицина тивĕçтерĕвĕ шутне массаж, физиотерапи, ЛФК. Вырăнсем пушă тăмаççĕ.

Кунта паллашса пĕрлешнĕ тĕслĕхсем те пур. Интернатра хальхи вăхăтра кун пек 7 мăшăр пурăнать. Хăшĕ-пĕрин ачисем те сывах, анчах та ашшĕне е амăшне каялла илсе  каяс текенсем сайра. Курма та вĕсем сайра килеççĕ. " Темшĕн ытларах аякри тăванĕсем халĕсемпе кăсăкланаççĕ. Çĕпрел райадминистрацийĕ те хăй район çыннисене манмасть, час-часах килсе çÿрет. Парнесем парать",- терĕ ватăсен çурчĕн ертÿçи Разиня Хисамутдинова. (Автор сăнÿкерчĕкĕсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Благотворительность