Сувар

Фарид Абдулганиев: «Тутарстанра интернет-ритейлерсем валли кирлӗ тӗрев пур»

Предпринимательсем валли уçнă хӗрӳ лини телефонӗ: 203-29-08. Шăнкăравсене тунтикунран эрнекунччен 09:00-тан 18:00-чен йышăнаççӗ.

Пӗчӗк бизнес çӗнӗ условисем патне хăвăрт хăнăхакан пулаканччӗ. Коронавирус пандемии онлайн-технологисем кирлине кăтартрӗ. Çавна май Тутарстанри пӗчӗк бизнес валли мӗнле майсем уçăлаççӗ-ха? Çак çăмăл мар вăхăтра онлайн-сервиссем урлă мӗнле ӗçлеме пулать? «Удаленка» услам ӗçӗн тӗрлӗ сферисем çине мӗнле витӗм кӳрӗ? Çак тата ытти ыйтусене нумай пулмасть усламçăсен «Изоляци вăхăтӗнче мӗнле онлайн суту-илӳ çине куçмалла?» антикризислă онлайн-интенсив вăхăтӗнче сӳтсе явнă. Ăна ТР предпринимательсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнăй Фарид Абдулганиев пуçарнипе йӗркеленӗ. 

Хăйӗн кӳртӗм сăмахӗнче ТР бизнес-омбудсменӗ онлайн суту-илӳ теми çивӗчленсе пынине палăртнă. Вăл аса илтернӗ тăрăх, нумай пулмасть РФ Патшалăх Думи виççӗмӗш вулавра эмелсем сутасси пирки закон йышăннă, авторынок контактсăр суту-илӗвӗн çӗнӗ çӗн меслечӗсене тӗрӗслет, çурт-йӗре дистанцилле туянас ыйтăва та пăхса тухӗç. 

«Тутарстанра онлайн суту-илӳ валли «симӗс çутă» çутнă. ТР Президенчӗн республикăна интернет-ритейлӗн пысăк компанийӗсене илсе кӗресси пирки тунă йышăнăвӗсем вăхăтлă пулчӗç. Тутарстанăн ку лару-тăрăва ытти регионсенчен лайăхрах хатӗрленме май пулчӗ. Коронавирус пандемии онлайн-режимра ӗçлессипе çыхăннă куçăм процесӗсене хăвăртлатрӗ кăна. Тутарстанра интернет-ритейлерсене мӗнле тӗрев кирлӗ – йăлтах пур. Чи кирли, онлайн суту-илӗве аталантарас пысăк кăмăл пур», – тесе палăртнă ТР бизнес-омбудсменӗ.     

«Пӗтӗм тӗнчипе йăлари суту-илӳ рынокӗ пӗчӗкленсе пырать, предпринимательсен тӗлӗрсе лармалла мар. Юхăма хирӗç ишме йывăр, онлайн-суту-илӳ рынокӗ çулталăкне 40-50 процент ӳсет, маркетплейссен темпӗсем 100 процента çитеççӗ. Пирӗн компанире суту калăпăшӗ çулталăкра 10 процента ӳсрӗ. Çавăнпа та халӗ онлайна кӗме шăп лайăх вăхăт», – тесе палăртнă онлайн-канашлăва хутшăннă усламçăсенчен пӗри.

Экспертсем палăртнă тăрăх, интернет урлă сутассин хăйхаклăхӗ йăлари сутуран самай пӗчӗкрех.  Маркетплейс комиссийӗ 3-20 процента çитет. Çак комисси шутне тавара упрасси, реклама, тавар обслуживанийӗ кӗреççӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: