Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фарид Мухаметшин фермерсене патшалăх тӗревӗн программисене хастартарах хутшăнма чӗннӗ

Пăвара иртнӗ канашлура Тутарстанăн Патшалăх Канашӗн Председателӗ хуçалăх ертӳçисене патшалăх тӗревӗн мӗн пур программисене хутшăнма чӗнсе каланă

Мухаметшин аса илтернӗ тăрăх, республикăра «Мои субсидии» информаци системине хута янă, вăл документсене электронлă майма тивӗçтерес процеса ансатлатать.

«Бюрократи барьерӗсене чакарнă, халӗ йăлтах сирӗн вашаватлăхăртан килет. Хăвăр ӗçӗрӗн хушма резервӗсене шырани кирлех, Çӗнӗ майсене тӗпчӗр, вырăнти бизнеспа, усламçăсемпе ăнлантару ӗçне туса ирттерӗр, республика паракан майсем çинчен каласа кăтартăр, заявкăсене йӗркелеме пулăшăр», - тенӗ Фарид Мухаметшин.

Вăл палăртнă тăрăх, продовольстви хăрушсăрлăхӗн ыйтăвӗсене пысăк тимлӗх уйăрмалла. Мухаметшин сăмахӗсемпе, Тутарстан хăйне хăй аш-какайпа тата сӗт продукцийӗпе туллин тивӗçтерет, анчах та хăш-пӗр районсенче выльăх шучӗ чакнине палăртаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев