Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фарида концертне килекенсем лифтра хӗсӗнсе ларнă

Юлашки вăхăтра ют çӗршывпа çыхăннă пулăмсемпе япаласем шанчăклăхне çухата пуçларӗç. Шел пулин те, çавсен шутне Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнчи лифта та кӗртме тивет.

Тутарстанăн шӗкӗр хулинче чăваш эстрада концерчӗсемпе спектакльсене çӳрекенсем Туслăх Çуртӗнчи концерт залӗ 4-мӗш хутра пулнине пӗлеççӗ. Çавăнпа та мероприяти пуçланас умӗн унти лифтпа нумйашар çын хăпарма тăрăшать. Уйрăмах кая юлса кӗрекенсем.

Хальхинче те юранă 9 çын вырăнне 11-ӗн кӗнӗ лифта. Анчах та 3-мӗшпе 4-мӗш хут хушшинче ют çӗршыв техники чарăнса ларас тенӗ. Авари пулсан унăн алăкӗсем тӗртнипе кăна уçăлмаççӗ, специалиста чӗнтермелле. 

Каçпа 7-ре Хусан варринче машина капланăвӗ аванах сисӗнет. Хальхинче те лифтерсем вырăна хăвăрт килсе çитеймерӗç. Лифтра тыткăна лекнисен унта çур сехет ытла инçе мар концерт пынине итлесе тăма тиврӗ. Хăть макăр, хăть кул. Хăшӗ-пӗри «Карнавальная ночь» кинофильмри лару-тăрăва аса илчӗ пулмалла. Ним те тăваймастăн, кӗтмелле. 

Телее, монтерсем нумай кӗттермерӗç, çитсенех ӗçе пикенчӗç. Лифтран пурте сывă та тӗрӗс-тӗкел тухсан концерт залне васкарӗç. Эпир те вӗсемшӗн савăнтăмăр. Вӗсене халалласа Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Сергей Павлов юрă юрласа пачӗ. 
Лифтрисенчен пӗрин сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев