Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фатих Сибагатуллин ячӗпе урам ятне парасшăн

Маматăшра Раççей Патшалăх Думин экс-депутатне Фатих Сибагатуллина халалласа урам ятне улăштарма пултараççӗ. Вăл кăçал июнь уйăхӗнче пурнăçран уйрăлса кайрӗ.

Урам уçма пултарасси пирки калакан информацие Маматăш районӗн пуçлăхӗ Анатолий Иванов та çирӗплетнӗ. Ертӳçӗн сăмахӗсемпе, Сибагатуллин пек пултаруллă çын çакнашкал хисепе тивӗç, анчах та хăш урам ятне улăштарасси пирки хальлӗхе йышăну туман-ха.

«Кунашкал йышăнăва район Канашӗн ларăвӗнче тăваççӗ», - тесе пӗлтернӗ муниципалитет администрацийӗнче.

Июнӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ Маматăш райканашӗн юлашки ларăвӗнче депутатсем Фатих Сибагатуллина асăнса пӗр минут шăп тăнă. Каярах район пуçлăхӗ Анатолий Иванов пурнăçран уйрăлнă депутат çинчен ăшă сăмахсем каланă, пӗрле ӗçленӗ вăхăт пирки аса илнӗ.
Тӗрӗссипе каласан кун пек пуçару Нурлатран тухмаллаччӗ пек. Çак района шăпах Фатих Сибагаттуллин республикăра малти районсен шутне кăларчӗ. Тутарстанри Уява та вăлах çӳллӗ шайра ирттерме пуçларӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев