Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Федераллӑ бюджетран 250 миллион тенкӗ

"Культура" наци проектне РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн указӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ, вӑл 2024 ҫулччен ӗҫлет.

2020 ҫулта ҫӗршыври регионсен хушшинче Тутарстан искусствӑсен шкулӗсене юсама федераллӑ бюджетран пуринчен те ытларах укҫа илнӗ. Ҫакӑн ҫинчен ТР культура министрӗ Ирада Аюпова пӗлтернӗ.
"Кӑҫал Тутарстан федераллӑ бюджет тӗлӗшӗнчен – лидер. Пирӗн искусствосен шкулӗсене юсама федераллӑ бюджетран 250 млн тенкӗ уйӑрнӑ",–тесе пӗлтернӗ Аюпова.
2020 ҫулта ялти клубсене юсас программа та малалла тӑсӑлать.
"Ҫулталӑк кризислӑ, ҫапах ҫак ҫӑмӑл мар вӑхӑтра пӗр проекта та пӑрахӑҫламан. Кӗвӗ инструменчӗсене кӳчӗҫ ӗнтӗ, искусствосен шкулӗсене эпир юсатпӑр", – тесе палӑртнӑ министр.
"Пултарулӑх ҫыннисем" федераллӑ проекта пула 700 ытла ҫын квалификацине ӳстермелли курссенче вӗренчӗҫ.
"Культура" наци проектне РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн указӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ, вӑл 2024 ҫулччен ӗҫлет. Унта "Культура хутлӑхӗ", "Пултарулӑх ҫыннисем", "Цифра культури" федераллӑ проектсем кӗреҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев