Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Федераллă антимонополи служби пӗлтернӗ тăрăх, спекулянтceм сахăра «Авитора» та сутаççӗ

Çав вăхăтра сахăр тата ытти продуктсен запасӗ Тутарстанра çителӗклӗ, ăна фасовкӑласа складсенчен илсе килсе ӗлкӗреймеççӗ

Тутарстанри ФАСа хаксем улшăнни тата вӗсем лавкасенче пурри пирки пӗр эрне хушшинче 536 обращени килнӗ. 300 ытла çăхав сахăрпа тăвар çукки çинчен, аш-какай, рис, макарон, хуратул, çӗр улми, çу, çăнăх, çăкăр, сӗт, купăста, улма-çырла хакӗсем ӳсни пирки пулнă. 116 çăхавра çынсем хăш-пӗр эмел препарачӗсем çукки çинчен, стройматериалсен хакӗсем виçӗ хут ӳсни, автозапчастьсем икӗ хут ӳсни çинчен çырнă. Çавăн пекех ача апачӗ, подгузниксем темиçе хут хаклăланни çинчен çырнă.

«Лавккасенче ажиотаж тытăнсан эпир спекулятивлă хăтланусене фиксацилерӗмӗр. Çынсем пысăк партисемпе туянатчӗç, эпир сахаллатнă партисемпе тавар сутасси пирки калаçса килӗшнӗ вăхăтра йӗркеленнӗ ушкăнсемпе лавккасене кӗрсе тăратчӗç. Çынсем «Авитора» та спекуляциленине куратпăр», - тесе пӗлтернӗ ТР Антимонополи службин ертӳçин тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев