Сувар

Феофан владыкӑн туине Мефодий епископа панӑ

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл Элмете килсе ҫитнӗ

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл Элмете килсе ҫитнӗ.
Унта вӑл хулари кафедраллӑ соборти литургине ертсе пынӑ.
Кӗлӗ вӗҫленсен Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл чиркӗве ҫӳрекенсене тата храмра ӗҫлекенсене саламласа сӑмах каланӑ. Ун хыҫҫӑн вырӑнти епископ Мефодий та сӑмах каланӑ. Вӑл митрополи пуҫлӑхне Элмете килсе курнӑшӑн, пӗрлехи кӗлӗшӗн тав тунӑ, Высокопреосвященствӑна пирӗн республикӑра архиерей службине илсе пыма Турӑ пулӑшса пытӑр тенӗ.
Элмет тата Пӗкӗлме епископӗ Мефодий Тутарстан митрополийӗн ертӳҫинчен парне – Феофан митрополитӑн туине – илме тивӗҫнӗ.
Ҫӗнӗ митрополит ҫавӑн пекех святой Владимир кнеҫ ячӗпе хисепленекен православи гимназине, "Алмет" общество центрне, инженери лицейне ҫитсе курнӑ.
Январӗн 12-мӗшӗнче вырӑнти влаҫсем Кирилл митрополита Элмет районӗнчи Ямаш ялӗнче пулмалли  Спасо-Преображенский мӑнастырӗн территорине кӑтартмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: