Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Февраль вӗçӗнчен Тутарстанри шанăç телефонне килнӗ шăнкăравсен шучӗ 43% ӳснӗ

Февралӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 10-мӗшӗччен шанăç телефонӗсене 1949 шăнкăрав килнӗ, пӗлтӗрхи çак вăхăтри кăтартусемпе танлаштарсан, кăçалхи тапхăрта шăнкăравсен шучӗ 43% ытларах. Çынсем ытларах ашшӗ-амăшӗсемпе ачисен хушшинчи хутшăнусем, ачан хăйпе пӗр çулхисен хушшинчи хутшăнусем, сывлăх йывăрлăхӗсем пирки шăнкăравлаççӗ.

Специалистсем палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра çынсем «Малалла мӗнле пурăнмалла?» ыйтупа та шăнкăравланă.

«Экстремаллă условисенче пурте хăйсене тӗрлӗрен тытаççӗ. Тӗрев, тимлӗх, тӳсӗмлӗх. Пӗр-пӗрне çак тӗрӗслев витӗр иртме пулăшмалла. Мӗн-тӗр, тӳрех, мӗн-тӗр вăхăтран, анчах та пурпӗрех йӗркеленет. Эпир ачасемпе çамрăксене эмоцисене алăра тытма чӗнетпӗр. Шанчăк телефонӗн специалисчӗсем хăйсен пулăшу ӗçне çынсемшӗн тӳлевсӗр тата анонимлă тăваççӗ. Йывăр вăхăтра этеме итлеме тата тӗрев пама хатӗр çынсем пулмалла», – тесе палăртнă Тутарстанăн çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев