Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Февралӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Çемье абонеменчӗ» проект хута кайрӗ

Эсир ăнлантăр ӗнтӗ, ку проект 2024 çул Раççейре Çемье çулталăкӗ пулнипе çыхăннă. Тӗрӗссипе каласан, пит çӗнех те мар вăл. 12 филиала пӗрлештерсе тăракан ТР Наци музейӗ Г. Камал ячӗллӗ театрпа 2021 çулта ӗçлесе курнă унпа.

«Çемье абонеменчӗ» проекта кăçал ТР Культура министерстви культура учрежденийӗсем хушшинче ирттерет. Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр кун «Çемье абонеменчӗпе» музей экспозицийӗсене пăхнă хыççăн çемье театра спектакль курма та çитет.


Çакăн çинчен февралӗн 1-мӗшӗнче «Татар-информ» информаци агентствинче каласа пачӗç. ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Ильдаровна Адгамова, ТР Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Алиса Львовна Вяткина, «Казанский Кремль» патшалăхăн историпе архитектура тата ӳнер музей-заповедникӗн директорӗ Ильнур Сулейманович Рахимов тата театр ӗçченӗсем — Хусан Çамрăксен театрӗн директорӗ Айгуль Алмасовна Горнышева, Г. Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗн директорӗ Ильфир Ильшатович Якупов тӗл пулчӗç журналистсемпе. 


Çемье канăвне интереслӗ, асра юлмалла, çав вăхăтра бюджетшăн пысăк çухатусăр йӗркелеме кашнин темӗн тӗрлӗ сӗнӳ. Хусан Кремлӗнче 12 çулти тата аслăраххисем валли вăхăта усăллă ирттерме программа йӗркеленӗ. Кунсăр пуçне экскурсисемпе мастер-классем ирттерекен площадкăсем чылай. Пӗр çӗртен тепӗр çӗре куçма меллӗ программа хатӗрленӗ йӗркелӳçӗсем. 


«Çемье абонеменчӗ» проектра «Ачасем ачасене» хушма проект ӗçлесси пирки музей ӗçченӗсем уйрăмах хавхаланса каласа пачӗç. Ачасем ачасене музей экспозицийӗсемпе паллаштарни мал ӗмӗтлӗ утăм тесе шутлаççӗ вӗсем. Çапла майпа паянхи пӗчӗк гидсенчен чăннипех хăй ӗçне юратакан музей сотрудникӗсем ӳсессе ӗненсе калаçрӗç. 


Шел те, «Çемье абонеменчӗпе» кашни кун усă курма пулать тени йăнăш шухăш. Уйрăм кунсенче, канмалли кунсенче, çемьере ашшӗ-амăшӗ каннă чух, ачисем шкулсене, вӗренӳ заведенийӗсене кайман чух культура учрежденийӗсене тухма май пур. Анчах çакна тума пит çăмăл мар иккен, кун пирки маларах шутласа абонементсем туянса хумасан «кая юлсан каю шăтать» пулса тухӗ. Спикерсем çакăн пирки асăрхаттарма ыйтрӗç вулакансене. Çывăх вăхăтри «Çемье абонеменчӗн» мероприятийӗсемпе культура учрежденийӗсен сайчӗсенче паллашма пулать. 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России