Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фильтрсӑр начар, фильтрпа – аван

Иртнӗ талӑкра занятисене Тутарстанри 100 вӗренекене кӗртмен, тесе палӑртнӑ республикӑри Роспотребнадзор представителӗ

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа Тутарстанри шкулсене ОРВИ симптомӗсемлӗ ӳсӗрекен, сунаслакан, температурӑллӑ 10 пин ытла ачана кӗртмен. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ.
"Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа фильтрсенче 10 пин те 47 ачана чарнӑ",– палӑртнӑ спикер.
Иртнӗ талӑкра занятисене Тутарстанри 100 вӗренекене кӗртмен, тесе палӑртнӑ республикӑри Роспотребнадзор представителӗ.

Кашни ир Тутарстанри шкулсенче ачасене фильтр урлӑ ирттереҫҫӗ, унта вӗсен ӳт температурине тата ОРВИ симптомӗсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев