Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Финал матчӗсем пенальтисемпе вӗҫленчӗҫ

Аслӑ Елчӗк командинче арҫыначасемпе пӗрле пӗр хӗрача та вылярӗ – Мария Яковлева. Ӑна Ирина Трифонова ятарлӑ парне парса хавхалантарчӗ.

 Пӑвара "Сувар" хаҫат Кубокӗшӗн футбол турнирӗ пулчӗ паян. Унта Чӑваш Республикинчи Елчӗкрен, Ульяновск облаҫӗнчи Аслӑ Нагаткиноран, Тутарстанри Кивӗ Ҫӗпрелӗнчен, Пӑва районӗнчен 7 команда хутшӑнчӗ.

Турнира выляма килнӗ ачасене "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Пӑва ентешлӗхӗн ертӳҫи Ирек Закиров, Пӑва районӗн Ӗҫтӑвком ертӳҫи Ленар Шакирзянов саламларӗҫ, спортра ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Вӑйӑсем питӗ хӗрӳ иртрӗҫ. Аслӑ Елчӗк командинче арҫыначасемпе пӗрле пӗр хӗрача та вылярӗ – Мария Яковлева. Ӑна Ирина Трифонова ятарлӑ парне парса хавхалантарчӗ.

Пӗрремӗш вырӑна Пӑва-1, иккӗмӗш вырӑна Пӑва-2, виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗпрел командисем йышӑнчӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, чылай футбол командин вӑйӗсем пӗр пекчӗ. Пӗрремӗш вырӑншӑн тата 3-мӗш вырӑншӑн вӑйӑсем пенальтисемпе вӗҫленчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев