Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Финанс пӗлӗвӗсене ачаран вӗренмелле

Тутарстанри шкул ачисем финанс пӗлӗвне онлайн меслетпе илме пултараҫҫӗ

  


«Онлайн-уроки финансовой грамотности» онлайн-шкулӑн кӗрхи сессийӗ тапраннӑ. Унта 6-11классенче вӗренекенсем тата профессилле пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсен студенчӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Занятисене финанс тӗлӗшӗнчен малта пыракан Раҫҫейри экспертсем ертсе пырӗҫ. Вӗренме 19 схема сӗнӗҫ. РФ Тӗп банкӗн, Раҫҫей Финанс министерствин, ҫӗршыври пысӑк финанс компанийӗн ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем илсе пырӗҫ.
Вебинарсенче лекторсем уйрӑм ҫыннӑн финанс планлавӗ, инвестицилесси, страхласси, налог, пенси органӗсемпе хутшӑнасси, кредит илесси тата ытти ҫинчен каласа парӗҫ. Финанс рынокӗнчи хӑрушсӑрлӑх йӗркисене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ.
"Финанс пӗлӗвӗн никӗсӗсене ачаран пуҫласа пурнӑҫ тӑршшӗпе вӗренмелле. Онлайн-уроксем ҫак пӗлӳсене Тутарстанри кирек хӑш кӗтесӗнче пурӑнакан шкул ачине те илме май параҫҫӗ. Ҫакнашкал вӗрентӳ ҫемьесене, пӗлӗшсене сарӑлать. Ҫавӑнпа та кӗрхи сессире ытларах вӗренекен хутшӑнсан аванрах пулать", – тенӗ Тутарстанри Наци банкӗн уйрӑмне ертсе пыракан Марат Шарифуллин.
Онлайн-уроксене интернетпа ҫыхӑннӑ кирек хӑш шкул та пултарать. Онлайн-урокӑн кӑсӑклантаракан темине   http://dni-fg.ru/ адреспа пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X