Сувар

Гаишник аллинче жезл вырӑнне тюльпансем

Тутарстанри ГИБДД ӗҫченӗсем руль умӗнчи хӗрарӑмсене чечексем парнеленӗ

Ӗнер кашни районри автоинспекторсем хӗрарӑмсем ертсе пыракан машинасене чарнӑ. Ҫул ҫинчи йӗркене тимлекенсем вӗсене уяв ячӗпе саламласа открыткӑсем тата чечексем парнеленӗ. 

Унсӑр пуҫне ҫак кун транспорт хатӗрне регистрацилеме тата водитель удостоверенине илме килекен хӗрарӑмсене те ҫакнашкалах парне кӗтнӗ. 

Тутарстан Республикин чи Патшалӑх автоинспекцийӗ мӗн пур хӗрарӑма уяв ячӗпе саламланӑ май, ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалли ҫинчен аса илтернӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: