Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Гала-концерта чи лайӑххисем, чи пултаруллисем хутшӑнаҫҫӗ

Ӗнер Хусанта этнокультура компоненчӗллӗ тата вырсарни шкулӗсенче вӗренекен ачасен фестивалӗн Гала-концерчӗ иртнӗ. Унта виҫӗ номинаципе – вокал, хореографи, халӑх пултарулăхӗ – 12 номер кӑтартнӑ

"Халӑх пултарулӑхӗ" номинацире Ҫӗнӗ Шуҫӑм районĕнчи Чӑваш Шупашкар ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекен ачасен "Ҫӑлкуҫ" фольклор ансамблӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ушкӑна Людмила Ильдулова ертсе пырать. Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ фестиваль те мала тухни – пысӑк ҫитӗнӳ.
Ачасене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин алӑ пуснӑ дипломсӑр пуҫне 12 пин тенкӗлӗх Сертификат та панӑ, тесе пӗлтерет
Ҫӗнӗ Шуҫӑм районĕнчи Чӑваш наципе культура центрӗн председателӗ Владимир Охотников.
Ачасен юрӑ-ташӑ фестивалӗн Гала-концертне Пӑва районӗнчи Пӳркел вӑтам шкулӗнче вӗренекен ачасен "Ритм" ташӑ ушкӑнӗ те, Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен пӗртӑван Софияпа Стефания Чаркинӑсем те, Спасски районӗнчи Яшпашел шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑнса тӗрлӗрен вырӑнсем йышӑннӑ.

Фестивалӗн Гран-прине Хусанти Туслӑх Ҫуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи тӗрлӗ халӑх ачисене пӗрлештерекен "Мерченсем" ушкӑн йышӑннӑ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев