Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Геннадий Дегтярев вăтăр çул хушши пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнă темелле çак сăмахсене

«ЧĂВАШ ЧӖЛХИН ТЕМАТИКĂЛЛА ДИАЛЕКТОЛОГИ СЛОВАРӖ: ЧӖРЧУНПА ӲСЕН-ТĂРАН ЯЧӖСЕМ»

Константин Паустовский мӗн халалласа хăварнине астăватăр-и? «Эпир çак çӗр çинче пурăннă. Ăна çука хăваракан, ăссăр тата тирпейсӗрсене парса ан хăварăр». Тата вăл çутçанталăкпа çыхăннă сăмахсем пуçтарнă – тăван çутçанталăк, ӳсен-тăранпа чӗрчунсен словарьне тума ӗмӗтленнӗ. Çакăн пирки «Золотая роза» повеçӗнче çырса кăтартнă. Унта вăл пулас словаре кӗнеке пек вулантăр тесе интереслӗ йӗркелемелли пирки палăртнă.

Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрӗ. Мӗн чухлӗ словарь тухмарӗ-ши çак хушăра? Çав шутра К.Паустовский чӗлхин 8 томлă словарӗ те. Анчах та çав «вăрманлă», «уй-хирлӗ», «çаранлă» сăмахсемлӗ словарь пурпӗрех çукчӗ-ха вӗсен хушшинче... юлашки вăхăтчен.
Тав Турра, лару-тăру улшăнчӗ! Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗпе Чăваш кӗнеке издательстви пӗрле тăрăшнипе  нумай пулмасть «Тематический диалектологический словарь чувашского языка: названия животных и растений. Чăваш чӗлхин тематикăлла диалектологи словарӗ: чӗрчунпа ӳсен-тăран ячӗсем» кăларăм кун çути курчӗ.
Ăна икӗ чӗлхепе – вырăсла тата чăвашла – хатӗрленӗ. Чӗрӗ çутçанталăка тата халăх калаçакан чӗлхене çав тери юратни, хисепе хуни курăнать унта. Словарӗн авторӗ – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн наукăн аслă сотрудникӗ Геннадий Дегтярев. Вăл вăтăр çул хушши ӳсен-тăранпа чӗрчунсен тӗнчинчи ятсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнă темелле: чăвашсем пурăнакан тӗрлӗ регионсене çитсе курнă, архив материалӗсене тӗпченӗ, пичет тата электронлă кăларăмсенчен çыра-çыра илнӗ. Словарӗн 1-мӗш томне вӗçен кайăксемпе килти выльăх-чӗрлӗх, ял хуçалăх культурипе курăксен ячӗсем кӗнӗ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ енчен словаре Е.П.Семенова, Чăваш кӗнеке издательстви енчен В.В.Степанов редакциленӗ. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Словарӗн 1-мӗш томӗ вулакан патне çитнӗ ӗнтӗ. Геннадий Дегтярев вара тепӗр тома хӗрсех хатӗрлет. Унта пулă, хурт-кăпшанкă, йывăçсемпе тӗмсен, çавăн пекех пӗрремӗш тома кӗмен курăксен ячӗсемпе паллашма пулӗ.

Владимир СТЕПАНОВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев