Сувар

ГЕННАДИЙ КАРСАКОВ 65 ÇУЛТА

Виçӗ аслă пӗлӳллӗ журналист тивӗçлӗ канăва тухсан та çавăн пекех хастар

Апрелӗн 22-мӗшӗнче, «Сувар» хаçатăн штатра тăман хастар корреспонденчӗ Геннадий Карсаков хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ. Пысăк опытлă педагог, журналист пирӗн хаçатпа тăтăшах çыхăну тытать.

Геннадий Николаевич Карсаков Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. 1971 çулта ялти 8 çул вӗренмелли шкула пӗтерсен малалла Ульяновск облаçӗнчи Кивӗ Улхаш шкулӗнче вӗреннӗ. Алла аттестат илсен Чăваш Енри Канаш педучилищине кӗнӗ. Вӗреннӗ çӗртенех Геннадие салтака илнӗ. Хӗсмет­ре каччă Вильнюсра Сыв­лăш-çар Вăйӗсенче тăнă. Тăван çӗр­шыв умӗнчи тивӗçе пурнăçласан Геннадий Канашри педучилищӗне таврăнса унтан 1978 çулта вӗренсе тухнă, кӗçӗн классен вӗрентекенӗ пулса тăнă. Малтан Кивӗ Чакăра, унтан Кивӗ Йӗлмелӗнче кӗçӗн класс ачисене вӗрентнӗ.
Çамрăк учитель ӗçленӗ хушăрах Хусанти патшалăх педагогика институтӗнчен куçăн мар майпа вӗренсе тухнă, историпе обществоведени вӗрентекенӗн специальноçне алла илнӗ. Обществăлла ӗçе хастар хутшăннăран, Геннадий Николаевича 1984 çулта партин Çӗпрел районӗнчи райкомне пропагандăпа агитаци уйрăмне инструктор пулса ӗçе илнӗ. Кунта ӗçленӗ хушăра Г.Карсаков Тутарстан обкомӗ çумӗнчи марксизм-ленинизм университетӗнче, каярах Çурçӗр Кавказ социаллă политика институтӗнче вӗренсе иккӗмӗш тата виççӗмӗш аслă пӗлӳ илнӗ.
Бауман ячӗллӗ колхозра партком секретарӗ, унтан 6 çул хушши Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ пулса ӗçленӗ. 1997 çултан пуçласа Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче директорăн воспитани енӗпе çумӗнче тăрăшнă. Халӗ вара Геннадий Николаевич тивӗçлӗ канура.
Г.Н.Карсаков канăçсăр çын. Вăл хуть ăçта ӗçлесен те тӗп тивӗçӗсемсӗр пуçне обществăлла ӗçе те хастар хутшăннă яланах, халӗ те çаплах. Шкулта вăл ачасене патриотла воспитани парас енӗпе ырми-канми тăрăшнă, таврапӗлӳ музейне ертсе пынă. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи ӗç тата вăрçă ветеранӗсен канашӗн председателӗ те вăлах. Халăха спорта явăçтарас енӗпе те нумай тăрăшать Геннадий Николаевич. Ялта, районта пулса иртекен мероприятисем çинчен район, республика хаçачӗсене тăтăш çырса тăрать. Вăл ТР Журналистсен союзӗн, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ. Кунсăр пуçне Г.Карсаков Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» халăх ансамблӗн, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи «Йӗлме» ансамблӗн пайташӗ – юрлама-ташлама та ăста. Ӗçне кура хисепӗ те пур – Геннадий Николаевичăн тӗрлӗ Тав тата Хисеп хучӗсен, медальсен шучӗ те çук.
Геннадий Николаевич мăшă­рӗ­пе Нина Витальевнăпа пӗрле хӗрпе ывăл çуратса ӳстернӗ. Халӗ ачисем хăйсем те çемьеллӗ ӗнтӗ, ашшӗпе амăшне мăнуксемпе савăнтараççӗ.
Хастар авторăмăра çавра çулпа саламласа малашне те пултарулăхра çӗнӗ çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.
Николай АНДРЕЕВ.
Г.Карсаковăн харпăр
архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: