Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Геополитикăра йăнăшсем тума юрамасть

Ӗнер Путин Донецкпа Луганск халăх республикисен никама пăхăнманлăхне йышăнса тӳрех вӗсемпе туслă килӗшӳсем çирӗплетрӗ. Лару-тăру Крым сценарийӗпе аталаннине асăрхама пулать çак хăтланусенче. Федераци Канашӗ Президент йышăнăвне ырлассинче иккӗленекенсем çук-тăр. Пурне те малалла мӗн пуласси кăсăклантарать.

Америка ДНРпа ЛНРа хирӗç санкцисне ӗнерех йышăнчӗ, паян «коллективлă Анăç» пире хирӗç санкцисем кӗртме хатӗрленет. Çавăнпа ытти çӗршывсем Раççей пек тума васкамаççӗ-ха. Экономика кризисӗ вăхăтӗнче кун пек утăмсене пиртен укçапа газ ӗмсе выртакан Белоруссирен кăна кӗтме пулать пулӗ. Хальлӗхе Лукашенко та шăпланчӗ. Е ăна çӗршывне хăй чӗннипе килнӗ, халӗ каялла тухма васкаман Раççей çарӗсем шухăша путарнă-ши? Мӗскер Зеленский?

Зеленский хăравçă пулнине вăл Путин тӳрӗ эфирта каланă сăмахӗсем хыççăн тӳрех ют çӗршыв ертӳçисемпе калаçма пикеннинчен пӗлтӗмӗр.  Хăй тӗллӗн йышăну тума хăракан, яваплăха хăй çине илме шикленекен ертӳçӗ çеç çапла хăтланать: «Пулăшма килместӗр-тӗк, укçа парăр!». Пилӗк сехетрен кăна, çӗрле Зеленский хăй халăхне «ан хăрăр» тесе каларӗ. Епле хăрамăн? Раççей хускалчӗ вӗт!

 Темиçе çул тăтăш нациксем хӗтӗртекен Украина политикӗсем ун çине йытă пек вӗрнине чăтнă Раççей Украинăри хирӗçтăрура пăнчă лартма хатӗрленет. Пирӗн çарсем чикӗ хӗрринчен инçе мар, приказ кӗтеççӗ пулмалла. 

Украина мӗн? Унăн хӗçпăшаллă çарӗсем Донбаспа Луганск территорийӗсене çавăн пекех тупăсенчен переççӗ, тесе пӗлтереççӗ тӗп хыпар хатӗрӗсем. Вӗсем Раççей çарӗ унта кӗриччен çеç çапла тăвӗç. Крыма çеç аса илӗр, вăйлă тăшмана хирӗç тăма хăяймаççӗ пулмалла ВСУшниксем. Донбас беженецӗсем Тутарстана та çитнӗ, пирӗн влаçсем вӗсене спортзалсенче мар, санаторисенче вырнаçтараççӗ. 

Путин ӗнер Украина пуçлăхӗсене вăрçа чарăр тесе асăрхаттарчӗ. Унсăрăн Украинăнна кӗрсен Мариупольпа Харьков та, Одесса та, ытти хуласем те пирӗн енне куçма пултараççӗ. Вӗсем 2014 çултах бандеровецсен пурсмăрӗнчен ирӗке тухмаллаччӗ те, ун чухнехи лару-тăру урăхларахччӗ. Халӗ эпир «Çурçӗр юхăмӗ – 2»  газопровода туса пӗтернӗ, пире хирӗç санкцисем хума пурпӗр чарăнмаççӗ, нефтьпа газ хакӗсем савăнтараççӗ, патшалăх хысни те укçасăр мар.

Пӗр енчен патшалăх пуçлăхне ăнланма пулать, вăл ӗнер каçпа Украинăра НАТО базисем вырнаçни пирӗншӗн мӗнле хăрушлăх илсе килме пултарни çинчен тӗплӗн ăнлантарса пачӗ. Геополитикăра йăнăш тума юрамасть. Çакна Путин Раççей çыннисене çеç мар, Украинăра пурăнакансене те ăнлантарма тăрăшрӗ-тӗр тесе шутлатăп. 

Тепӗр енчен, çак сенсациллӗ хыпар биржăра тенкӗ курсне чакара пуçларӗ. Çакă европа доллар хакӗ ӳснине пӗлтерет, ку вара ют çӗршывран илсе кӗрекен тавар хакӗсем ӳсесси патне илсе çитерӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев