Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Гериатрия пулӑшӑвӗ кашни район пульницинче пулать

Геронтологи – ҫын организмне ватлӑхпа кӗрешме пулӑшакан медицина направленийӗ

Тутарстанра "Демографи" наци проекчӗпе 19 гериатрия кабинечӗсене уҫаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен гериатрия пулӑшӑвӗпе 3,7 пин ватӑ ҫынна тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Кӑҫал "Демографи" наци проекчӗпе тата регионри "Аслӑ ӑру" проектпа Тутарстанра 19 гериатрия кабинечӗ уҫӑлать.
Вӗсем Хусанта, Ҫырчаллинче, Лайӑшра, Камское Устьере, Кукморта, Заинскра, Менделеевскра, Аксура, Алексеевскинче, Пасарлӑ Матакра, Балтасинче, Ҫӳльтура, Ҫӗпрелӗнче, Пестрецынче, Ҫӗнӗ Шуҫӑм ра тата Ҫарӑмсанра пулаҫҫӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен Тутарстанра 66 гериатрия кабинечӗ уҫӑлмалла. Ҫакнашкал пулӑшупа 3,7 пин ватӑ ҫынна тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Паянхи куна республикӑра амбулаториллӗ гериатрия пулӑшӑвне 26 муниципалитетра йӗркеленӗ.
46 поликлиника никӗсӗнче 47 гериатрия кабинечӗ ӗҫлет. Врач-гериатрсем 1 235 йышӑну ирттернӗ, 1 530 ҫын стационарлӑ гериатри пулӑшӑвӗ илнӗ.
12 районри 13 медицина организацийӗн никӗсӗнче 170 геронтологи койки пур, вӗсенчен 143 койкӑ-вырӑннне 2019 ҫулта уҫнӑ.
Кӑҫал пациентсене сиплес вӑтам срок 18 куна ҫити ӳснӗ. Гериатрия койкисем ҫинче врачсем пациентсен "ватлӑхри астения" симптомӗсене палӑртаҫҫӗ, ҫав шутра хӑлха, куҫ, астӑвӑм япӑхланнине те.
Иртнӗ ҫулта сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем гериатрия кабинечӗсене оборудованипе тивӗҫтерме 1 млн та 252 пин тенкӗ янӑ.
"Единая Россия" партин регионри уйрӑмӗн пуҫарӑвӗпе ыркӑмӑллӑхҫӑсем ҫак тӗллевсемпех 2 млн та 371 пин тенкӗ укҫа куҫарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев