Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Германирен килнӗ экспертсем Раççей умӗнче хăйсене парăмлă туйнине пӗлтерчӗç тата ОБСЕ çӗршывӗсен эксперчӗсен байкотне йăнăш утăм тесе палăртрӗç

Раççейри суйлав мӗнле иртнине сăнама ют çӗршыв эксперчӗсем те килнӗ, çав шутра Тутарстана та. Пирӗн патра Сири Араб республикинчен Халăх Канашӗн депутачӗ Самир Хаджарпа Махмуд Алхасан, Баварири Ландтага депутачӗсем Кристиан Франк Ульрих Хенкельпе Ульрих Сингер пулчӗç. Пресс-конференци кăсăк иртрӗ.  Господин Хенкель сăмахӗсемпе, вӗсеннипе пирӗн çӗршыври суйлавсен хушшинче уйрăмлăхсем пур. Кунта кăмăла кайнă япаласене Германире сӗнсе пăхма шухăш пуррине пӗлтерчӗ. ОБСЕ çӗршывӗсен эксперчӗсем Раççейри суйлава хирӗç тăрса кунта килме туманнине пысăк йăнăш тесе шутлатăп. Йăнăш утăм. Калаçса татăлса кăна эпир çӗршывсем хушшинче консенсус патне килсе тухма пултаратпăр. Санкцисене те хирӗç эпӗ. Нимӗç пулнă май, пирӗн хутшăнусен историне шута илсе манăн кунта пулмаллах тесе шутларăм. Раççей умӗнче ман çӗршыв парăмра тăрать. Раççей туслă та тӳрӗ кăмăллă партнер, çавна ăнланни – пирӗн аталану çулӗ, – терӗ Хенкель господин. Парламент представителӗ пулсан та политикăлла йышăнусенче хăйӗн витӗмӗ пӗчӗк пулнине каларӗ. Çапах та хăй кунта килни ахаль иртмессе те шанать вăл.

Раççейри суйлав мӗнле иртнине сăнама ют çӗршыв эксперчӗсем те килнӗ, çав шутра Тутарстана та. Пирӗн патра Сири Араб республикинчен Халăх Канашӗн депутачӗ Самир Хаджарпа Махмуд Алхасан, Баварири Ландтага депутачӗсем Кристиан Франк Ульрих Хенкельпе Ульрих Сингер пулчӗç. Пресс-конференци кăсăк иртрӗ.  

Сири Араб республикин Халăх Канашӗн депутачӗ Самир Хаджар каланă тăрăх, вăл суйлав участокӗсенче пулса пӗр начар япала та асăрхаман. Çынсем чăннипех те йышлăн хутшăннине палăртрӗ. Республика çинчен пӗтӗмӗшле питӗ лайăх шухăш-кăмăл йӗркеленнӗ унăн.  

Баварири Ландтага депутачӗ Кристиан Франк Ульрих Хенкель Раççее  Мускавра иртекен граждан обществин прависемпе халăхсен хушшинчи конференцине хутшăнас тӗллевпе килнине пӗлтерчӗ. Унта вăл хăй çӗршывӗнче суйлав мӗнле иртни çинчен каласа панă.

  •  Шел пулин те, Хусана сахал вăхăта килме май пулчӗ, пурӗ те виçӗ куна. Сирӗн республикăра йӗркеленӗ суйлав процесӗ тăрăх пӗтӗмӗшле вăл Раççейре мӗнле иртнине палăртатăп. Аван шайра. Чи кирли – суйлав чăннипех уçă та пурне те курăнмалла иртет, – терӗ вăл.

Господин Хенкель сăмахӗсемпе, вӗсеннипе пирӗн çӗршыври суйлавсен хушшинче уйрăмлăхсем пур. Кунта кăмăла кайнă япаласене Германире сӗнсе пăхма шухăш пуррине пӗлтерчӗ.

  • ОБСЕ çӗршывӗсен эксперчӗсем Раççейри суйлава хирӗç тăрса кунта килме туманнине пысăк йăнăш тесе шутлатăп. Йăнăш утăм. Калаçса татăлса кăна эпир çӗршывсем хушшинче консенсус патне килсе тухма пултаратпăр. Санкцисене те хирӗç эпӗ. Нимӗç пулнă май, пирӗн хутшăнусен историне шута илсе манăн кунта пулмаллах тесе шутларăм. Раççей умӗнче ман çӗршыв парăмра тăрать. Раççей туслă та тӳрӗ кăмăллă партнер, çавна ăнланни – пирӗн аталану çулӗ, – терӗ Хенкель господин.

Парламент представителӗ пулсан та политикăлла йышăнусенче хăйӗн витӗмӗ пӗчӗк пулнине каларӗ. Çапах та хăй кунта килни ахаль иртмессе те шанать вăл. Çак ӗçлӗ çулçӳрев историре пӗчӗк винтик пулса çӗршывсен хутшăнăвӗсемшӗн усăллă пулӗ терӗ.  

  • Тата çакна та каласа хăварас килет: эпӗ нихăçан та çӗршыв ятӗнчен калаçмастăп. Ялан таса чӗререн хам шухăша пӗлтеретӗп, правительство мӗн шутланине мар.

Ульрих Сингер та Мускава конференцие хутшăнас тӗллевпе килнӗ. Хусана килсен вăл нумай шкула курса çаврăннă. Суйлав участокӗсем ытларах шкулта вырнаçнă-çке. Ульрих Сингера нумай шкулта бассейнсем пурри тӗлӗнтернӗ. Раççее, Хусана вăл культурăлла çӗршыв тесе палăртрӗ.

  • Инвалидсем валли условисем туни лайăх. Паллах, мӗн кирли пурте çук. Анчах тӳрех нимӗн те пулмасть. Чи пысăк уйрăмлăх – чирлисем патне суйлав участокӗнчен килни. Германире кун пек практика çук. Пирӗн суйлав пуçланиччен темиçе эрне маларах вӗсене çырупа бюллетень ярса параççӗ, – терӗ вăл.

Ун сăмахӗсемпе, идеаллă суйлав системи çук. Кашни çӗршывра хăйне евӗр йăласем. Демократилле, тӳрӗ те уçă суйлавсем патне ӗмӗр утма пулать.

Германире кашни партирен, кандидатран сăнавçăсем çуккине те пӗлтерчӗ вăл. Сăнавçă пек хутшăнма вӗсен суйлав вӗçленнӗ хыççăн сасăсене шутланă чух кăна хутшăнма пултараççӗ. Германире суйлав участокӗсем каçхине 18.00 сехетчен пыраççӗ. Тӗрӗссипе, ку кирлӗрех те. Шăпах сасăсене шутланă чух суйлав участокӗсенче йӗркене пăснă тӗслӗхсем пуррине çирӗплетет хăш-пӗр сăнавçă.

  • Хусанта эпир шăпах сасăсен шутланă процеса хутшăнма палăртнă. Питӗ интереслӗ ку, вăхăт пур-ха пирӗн, – терӗ Сингер господин.
  • Тата çакна та каласа хăварас килет: нихăш çӗршыв та никама та суйлав мӗнле майпа иртмеллине хушма пултараймасть. Сăнама пултарать, хушма çук. Çак шухăша хамăр çӗршыва çитерессине хамăн мисси тесе шутлатăп. Германире Раççейре суйлавсем тӳррӗн, уçă иртнине калатăпах, – пӗтӗмлетрӗ шухăшне нимӗç çынни.  
  • В.Васильев сăнӳкерчӗкӗнче Кристиан Хенкель. 

 

      

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X