Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Гоголь çуралнăранпа 215 çул çитнине халалласа Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăра литература сехечӗ ирттернӗ

Наратлăри тӗп шкулта 9-мӗш класра вӗренекенсемпе «Гоголӗн тӗлӗнтермӗш тӗнчи» литература сехечӗ ирттертӗмӗр. Мероприятие вырăссен аслă çыравçи Н. В. Гоголь çуралнăранпа 215 çул çитнине халалланăччӗ.

Николай Гоголь — вырăс литературинчи чи ытарлă çыравçăсенчен пӗри. Унăн пурнăç çулӗ, хурлăхлă шăпи халӗ те тӗпчевçӗсен умне тем чухлӗ ыйту кăларса тăратать. Икӗ ӗмӗр каялла пурăннă çыравçăн пултарулăхӗ паянхи вулаканшăн та интереслӗ. 


Библиотекарь ачасене Николай Гоголӗн пурнăçӗнчи кăсăклă фактсемпе, унăн пултарулăхӗпе паллаштарчӗ. Ачасем дитература хайлавӗсенчи сăнарсене аса илчӗç, Н. Гоголӗн произведенийӗсем тăрăх хатӗрленӗ викторинăн ыйтăвӗсем çине хуравларӗç, «Вечера на хуторе близ Диканьки», «Мертвые души», «Ревизор» кинофильмсен фрагменчӗсене пăхрӗç. Юлашкинчен «Гоголӗн литература тӗнчи» кӗнеке куравӗпе паллашрӗç.


Татьяна ДМИТРИЕВА,


Наратлă ялӗн библиотекарӗ. 


Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев