Грипп тата ОРВИ чирӗсене пула Тутарстанра 191 класа шкула çӳреме чарнă
ОРВИ сезонӗ пуҫланнӑранпа Тутарстанра 87 шкулта 191 класа вӗренме чарнине, Рыбно-Слобода районӗнчи пӗр шкул эпидемиологи лару-тăрăвне пула вăхăтлăха хупăнине ТР Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шкулти медицина фильтрне температурăна пула тата чир паллисем пуррипе 37 039 вӗренекен тата 1780 педагог иртеймен. Вӗсен 62,4 проценчӗ гриппа чирлени палăрнă, ыттисем риновируса е РС-вируса пула хăйсене япăх туяççӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрне хушшинче республикӑра гриппа тата ОРВИпе чирлекенсен шучӗ 8 процент чакнă.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев