Гулькинăра хутăш çемьесем те чăвашла вӗренеççӗ
Максим Куренов чăваш чӗлхипе литературине вӗрентме килӗшнӗшӗн пурте савăннă
Максим Куренов чăваш чӗлхипе литературине вӗрентме килӗшнӗшӗн пурте савăннă
Иртнӗ эрнере Халăхсен хушшинчи Тăван чӗлхе кунне паллă турăмăр. Çулран çул çак уявăн анлăшӗ ӳссе пырать. Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче çак кун Юрийпе Татьяна Бердниковсен çемйин картинисен куравӗ уçăлчӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейи çумӗнчи наци ансамблӗсен концертне пăхма май пулчӗ.
Заинск районӗнчи Гулькинăри пӗртен-пӗр чăваш шкулӗ çак кун уçă урок ирттерчӗ. Унта «Сувар» ӗçченӗсем те хутшăнчӗç. Уявра çавăн пекех Тюгеево пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул директорӗ Анжела Владимировна Журавлева тата Заинск районӗн Вӗрентӳ управленийӗн методисчӗ Халидя Шакировна Харисова пулчӗç.
Чăваш чӗлхипе литературине илсе пыракан Максим Петрович Куренов педагог 1 тата 2-мӗш класс ачисемпе уçă урок ирттерчӗ. Ралина Попова, Самира Попова, Мансур Саляховпа Ярослав Пузырев вӗрентекен ыйтнине тӗрӗс хуравлама тăрăшрӗç. Тупмалли юмахсен тупсăмне те ăнкарчӗç, вуласа та кăтартрӗç.
Максим Петрович вара урокра усă куракан япалан кӗске историйӗпе паллаштарма та ӗлкӗрчӗ: «Панулми сăмах „пан“ тата „улма“ сăмахсенчен пулнă. Польшăра пуян çынна хисеплесе пан тесе чӗннӗ. Ӗлӗкрех Польшăра улма нумай лартса ӳстернӗ курăнать, çавăнпа ăна пан улми тесе калама пуçланă».
Район центрӗнчен 37 километрта ларакан илемлӗ ялăн шкулӗнче 1 — 9 класа çӳрекенсем вӗренеççӗ. Халӗ унта 18 ача пӗлӳ илет. Шкул — 2011 çултанпа Тюгеевăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулăн филиалӗ. Ялан чăваш чӗлхине тăван чӗлхе пек вӗрентнӗскер, филиал шайӗнче вӗрентме чарăннă — Тюгеево шкулӗнчи пекех, вырăсла, тутарла вӗрентнӗ. 2021 çулта ТР Раисӗн тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упрассипе, аталантарассипе кăларнă постановленийӗ тухсан Гулькино шкулӗнче чăваш чӗлхине вӗрентесси патне таврăнма май пулнă. Ачасен ашшӗ-амăшӗсем те чăвашла вӗрентессине шкула тавăрма ыйтнă. Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекене шырасси пирки ыйту тухнă, ăна та çийӗнчех татса пама май килнӗ. Хальхи саманара шкулта арçын-вӗрентекене сайра курма тӳр килет, çавăнпа Максим Петрович Куренов чăваш чӗлхипе литературине Гулькино ачисене вӗрентме килӗшнӗшӗн питӗ савăннă педагогсен коллективӗ. Çӗнӗ вӗрентекен ачасемпе кӗске вăхăтрах пӗр чӗлхе тупнă. Çакă та халиччен чăвашла вӗренменскерсене çитӗнӳ тума хавхалантарать курăнать.
Кунта çакна асăнса хăварни те вырăнлă пулӗ, Гулькинăра тӗрлӗ наци çынни туслăн пурăнать, хутăш çемьесем те чылай. Юлия Леонидовна хутăш çемьесенче те ачисене чăваш чӗлхине вӗрентнине хирӗçлеме мар, вӗрентесшӗн пулни çинчен каласа пачӗ. Ачисен те чӗлхене пӗлес туртăм пысăк. Юрă-кӗвӗ чӗлхене ăша хывма пулăшакан меслетсенчен пӗри. Кунта та Максим Куреновăн тӳпи пысăк. Вăл баянпа каласа халăх юррисене юрлама вӗрентет, паллах, юрăсенчен чылайăшӗн нотисем те çук, аслăрах çултисем юрланине итлесе баянпа каласа ачасене вӗрентет. 5 — 7-мӗш классенче вӗренекенсен «Шăнкăрав» ансамблӗ çакăн пек юрăсене шăрантарчӗ.
Максим Петрович Элметре çуралса ӳснӗ. Ашшӗ Петр Куренов вырăс, амăшӗ Елизавета Гулькинăра çуралса ӳснӗ. Çавăнпа Максим Куренов пӗчӗкрен чăваш чӗлхине итлесе ӳснӗ, каникулсене кукашшӗпе кукамăшӗ патӗнче ирттернӗ. Çавăнпа чăвашла ачаран лайăх калаçать.
Музыка шкулӗнче баян калама вӗренни Максим Петровича пурнăçра пӗрре мар пулăшнă. Çак инструмента ачаллах килӗштернӗ курăнать, шкул хыççăн Элметри Ф.З.Яруллин ячӗллӗ музыка колледжӗнче оркестр уйрăмӗнче вӗреннӗ. Çакăн хыççăн юридици енӗпе пурнăç çулӗ çине тăрас тенӗ — аслă пӗлӳ илсе 12 çул çынсене законпа килӗштерсе пурăнма хăнăхтарать. Ӗç специфики хăйне евӗрлӗ пулнипе-ши — ытларах çемье ыйтăвӗсене татса панă çӗре хутшăнма тивет: харкашу-пайлашу-тавлашу, пур чухне те килӗшӳ тупма çук. Тен, çавăнпах Чăваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче дистанци мелӗпе иккӗмӗш аслă пӗлӳ илнӗ.
«Ачасене вăрçмастăп, тен, çавăнпа пӗр чӗлхе тупма çăмăлрах пулчӗ-тӗр, нумай вулатпăр», — каласа парать вӗрентекен.
Гулькинăри шкулăн ертӳçи пулса Юлия Леонидовна Архипова çирӗм çул ытла ӗçлет, унччен те çак шкултах тăрăшнă вăл. Шкул çуртне 1970 çултах тунă, паянхи саманапа пăхсан вăл кивелнӗ ӗнтӗ, пытармалли çук. Акт залӗ те çук, столовăйӗ те уйрăм çуртра, туалечӗ те урамра. Шкула юсав кирли куçкӗрет. Кун пирки Халидя Шакировна та пăшăрханать, Юлия Леонидовна та çитес вӗренӳ çулӗччен юсав ӗçӗсене пурнăçласшăн. Педагогсен коллективӗ пысăк мар, вӗренекенсем те йышлă мар, анчах кунта кил-çуртри, çемьери хăтлăха туятăн. Пӗр-пӗрне хисеплени, пӗр-пӗриншӗн çунса тăни курăнать. Акă, уçă урок пырать, сӗтел хушшинче вырăс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Татьяна Аркадьевна Охотникова, Максим Петровича кирлӗ ӳкерчӗксем парса тăрса пулăшать, «Шăнкăрав» юрлама тухсан ют çынсен умӗнче именчӗкрех хӗрачасене хавхалантарать.
Уяв класран фойене тухсан та Татьяна Аркадьевна йӗркелӳ ӗçӗсене малалла туса пычӗ: вăл ертӳçӗ те, сасă операторӗ те, программăпа кам хыççăн кам тухассине те каласа пыма ӗлкӗрет. Халидя Шакировна та, Тюгеево шкулӗн директорӗ Анжелика Владимировна та Гулькино шкулне килсен кăмăл тулать, чун савăнать тесе пӗлтерчӗç.
Уявра Светлана Инькова ертсе пыракан «Палан» халăх ансамблӗн солисчӗсем Валентина Прохорова, Елизавета Куренова тата Тамара Капитонова пулчӗç. Светлана Дементьевна ертсе пынипе халăх юррисене акапеллăпа юрланине итлеме питӗ кăмăллă пулчӗ.
«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Ирина Трифонова вӗренекенсемпе ачасене уявпа саламларӗ, вӗсен ӗçне ырласа ăшă сăмахсем каларӗ. Шкул библиотекине хăйӗн «Асра юлнă кунсем», «Тăлăх» кӗнекисене тата Александр Савельев-САСăн, кӗçӗннисем валли чăваш халăх юмахӗсен кӗнекине парнелерӗ. ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев чăвашсен историне те аса илтерчӗ, чăваш чӗлхин пӗлтерӗшӗ пысăк пулни çинчен каласа пачӗ. Хăйӗн нумай пулмасть пичетленнӗ «Ачалăхăм» кӗнекине парнелерӗ.
Сăнӳкерчӗксем авторăн, И.Трифоновăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев