Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Якурккелӗнче ҫуралса ӳснӗ тӗрӗ ӑсти ячӗпе фестиваль иртнӗ

Чӑваш Наци Конгресӗн пресс- служби пӗлтернӗ тӑрӑх, октябрӗн 29-мěшěнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Екатерина Ефремова ячӗпе иртекен Пӗтӗм Тӗнчери Чӑваш наци тумӗн «Ахах-мерчен аваллăхĕ» («Звенящая россыпь веков») III фестивалӗ иртнӗ.

Уява Чăваш Республикин районěсемпе хулисенчен килнě пултарулăх ушкăнěсем тата Чěмпěрпе Самар тăрăхěсенче, Тутарстан Республикинче, чикě леш енчи Америка, Белоруси, Эстони çěршывěсенче пурăнакан чӑвашсем хутшăннӑ. Пурě 300 яхăн çын…

Çулĕ аякра пулнă пирки фестивале килейменнисем, Крым, Пушкăрт тата ытти регионсенчен, хăйсен куравне экран çинче пăхса паллашма ярса панӑ.

«Ахах-мерчен аваллăхĕ» уяв тĕлĕнмелле илемлĕ те пуян иртрĕ, нумай çыншăн культура асамлăхĕ пулса тăнӑ.
Фестивалěн хисеплĕ хăнисем Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, ЧНК вице-президенчě тата ыркăмăллăх фончěн директорě Павел Вязов, халӑх маҫтӑрĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи халăх ăстисен Ассоциацийĕн ертÿçи Зинаида Воронова, ЧНК культура комитечĕн ертӳçи Вера Архипова тата ыттисем те пулнӑ.

Елизавета Долгова

Автор сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев