Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял çыннисен диспансеризацийĕ

Диспансеризаци халӑх сывлӑхне упрас ӗçре пысӑк вырӑн йышӑнать тесе пӗлтернӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов ĕнер хăйĕн Чĕнĕвĕнче.

Вӑл çак ӗçе регионта малалла тӑсма тата уйрӑм çынсен  сывлӑхне вӑхӑтра тӗрӗслеме май туса пама хушнӑ. Тӗслӗхрен, аякри ялсенче пурӑнакансемшӗн, çавӑн пекех анне пулма хатĕрленекен хӗрарӑмсемшӗн ку питĕ кирлĕ япала. Кун пирки республика Раисĕ ТР Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче пӗлтернӗ.

«Ку тухӑçлӑ ӗçе 5 мобильлӗ медицина комплексӗ илсе пырать. Кӑçал кӑна виçӗ пин çыннăн чирне тупса палӑртнӑ, вĕсене вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ панӑ», — палӑртнă Рустам Минниханов.

Ҫавӑн пекех вӑл тӗрӗслевсен пахалӑхне ӳстерме ТР Правительстви мӗнпур мобильлӗ медицина комплексне флюрографи тата маммографи тума хушма оборудованипе пуянлатма шутланине палӑртнӑ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: медицина