Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял халăхӗ Кăшарнине хатӗрленет

Январӗн 15-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче юханшыв хӗрринче ирех çынсем хӗвӗшнӗ

Кунта ялти техника та килнӗ. Акрелӗн хастарӗсем яланхи вак тӗлӗнче Сӗнче пăрӗнчен хӗрес касса кăларнă та ăна çавăнтах вырнаçтарнă. Кăçал вăйлă сивӗсем пайтах тăчӗç, пăр хулăн, хӗрес те илемлӗ касăлса тухнă. 
Арçынсем аслисен йăлисене тытса пыма пултарнăшăн савăнаççӗ. Ăстасем те пӗтмен-ха çак ялта!

Кăшарнине Акрелӗнче вакра шыва кӗрекенсем нумай, кӳршӗ ялсенчен те килеççӗ. Март уйăхӗчченех шыва кӗреççӗ акрельсем. Ку ялта Çарăмсан районӗнчи моржсен пӗрлешӗвӗ те пур, вӗсем Тутарстанри тӗрлӗрен сивӗ шыв ăмăртăвӗсене хутшăнаççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев