Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЯЛТА ПУРĂНСАХ ПЫСĂК КОМПАНИРЕ ӖÇЛЕМЕ МАЙ ПУР

Цифра технологийӗсем пурнăçа кӗрсе пыни яллă территорисене паянхи кунран юлса пымасăр аталанма май парать. Чи малтан вăл бизнес сферишӗн меллӗ. Паянхи кун пысăк хулара пурăнмасăрах харпăр ӗçе йӗркелесе ярса ăнăçлă аталанма май пур. Компетенци, пӗлӳ шайӗ, опыт кăна ӗç паракана тивӗçтертӗр, ытти чăрмав мар. Çак мелпе харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем (самозанятые) чи малтан усă курма тытăнчӗç. Фермерсем те çӗнӗлӗхсенчен юлса пырасшăн мар. Тутарстанри нумай районта информаци технологийӗсемпе усă куракан фермер хуçалăхӗсем пур. Хăйсем каланă тăрăх, ку самай тăкака перекетлеме пулăшать. Туса илнӗ тавара маркетплейса кăларни хăйне пысăк пулăшу, продукцие вырнаçтарма рынок шырамалла мар. Çапла паянхи кун рынок та электронлă площадкăсене куçрӗ. Туянакана та меллӗ. Вăл унта хăйне пахалăхпа та, хакпа та тивӗçтерекен тавар тупма пултарать.

Кун пирки ТР патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин та хăйпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ. 

– Ялсене интернет çыхăнăвӗпе тивӗçтерессипе Тутарстан Атăлçи тăрăхӗнче те, Раççейӗпе те малта пырать. Кил хуçалăхӗсен 82 проценчӗ интернетпа çыхăннă. Республикăра 3000 яхăн ял шутланать. Пӗлтӗрпе виçӗмçул кăна 300 ытла яла сӳслӗ оптика линийӗсене тăсрăмăр. 100 е кăшт ытларах çын пурăнакан ялсене те тимлӗхе илнӗ, – терӗ министр. – Паяна 100 пин кил хуçалăхне сӳслӗ оптика линийӗ çитнӗ. Çапла интернет та газ е шыв киле кӗнӗ пек пурин патне те çитрӗ. Виçӗ çул хушшинче 300 пин кил  хуçалăхне тимлӗхе илме палăртнă. 

Министр сăмахӗпе, тӗп тӗллевсен шутне ялсенче 4G аталантарса ярасси кӗрет. Ку енӗпе ятарлă федераллă программа та пур. Ăна ялпа хула хушшинчи танмарлăха сирес тесе йышăннă. 

Тутарстанра программăпа килӗшӳллӗн, 624 яла 4Gпе тивӗçтерме палăртнă. Ку çул вӗçлениччен 22-шӗнче ӗçе вӗçлесшӗн. Çитес çул тепӗр 64-шӗнче 4G мобильлӗ çыхăну базисене хута ярасшăн, укçи-тенки йăлтах федераллă бюджетран. Сӳслӗ оптика линийӗсене, шел пулин те, хака ларнипе пур çӗре те тăсма çук. Çавăнпа нумай çӗрте 4G пулать.  Йышăннă программăсем ятарласа ялта пурăнакансем валли. 

Паллă ӗнтӗ, çӗннине çын ялан кăшт шикленерех йышăнать. 4G сывлăхшăн япăх тесе калакансем те пур. Çапах IТ-технологисем пурнăç пахалăхне тӗпрен улăштарма пултарнине паян хамăр та куратпăр. Ялта пурăнсах пысăк корпорацисенче ӗç тупма пулать. Мӗншӗн тесен дистанцилле майпа ӗçлеме ирӗк параççӗ. Министр та тӗслӗхе Нурлатра пурăнакан пӗр çынна илсе кăтартрӗ. 

– Вăл хăй район центрӗнче те мар, пӗр ялта пурăнать. «Яндекс» компанире ӗçлет. Çавскер мана çыру çырса ячӗ: «Эп ялта пурăнатăп. Пире кунта пысăк хăвăртлăхпа ӗçлекен çыхăну линийӗ кирлӗ,  тархасшăн туса парăр. Хулана пурăнма куçас килмест ман». Ун пеккисем татах та пур. Çын кăмăлне шута илсе ӗнтӗ республика программисене йышăнатпăр. Цифра инфраструктури экономикăна та тӗпрен улăштарать. Пандеми вăхăтӗнче çак юхăм тата аталанса кайрӗ. Нумай çын дистанцилле майпа ӗçлеме пуçларӗ. Çакă ӗçсӗрлӗх шайне те чакарма пулăшрӗ. Электронлă коммерци питӗ аталанса кайрӗ. Нумай çын халăха кирлӗ тавар туса кăларма тытăнса харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерме тытăнчӗ, – терӗ Айрат Хайруллин. 

Паллă ӗнтӗ, суту-илӳпе ӗçлес тени кăна çителӗксӗр. Яллă территорисенче логистика центрӗсем уçăлмалла. Унсăрăн мала каяймăн. Телее, халӗ район центрӗсенче Wildberries, Ozon пек маркетплейссен пункчӗсем пур. Хальхи вăхăтра Раççей Почтипе те ӗçлӗ калаçу пырать, заказ пункчӗсем пек те ӗçлеме тытăнасси пирки.  Ун чухне вара ял çыннин тавара йышăнма е ярса пама район центрне çити те каймалла пулмасть. Çапла вара ял çыннин экологилле таса продукцийӗ, сăмахран, мускавсем патне те çиччас çитме пултарать.  

 

Ирина ГОРДЕЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации