Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мускавра çемье форумӗ иртет

Январĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен ВДНХра «Раççей» курав-форум шайĕнче «Родные — Любимые» çемье форумӗ иртет.

Виçĕ кун хушшинче çемье-конкурсантсем хӑйсен регионӗн экспозицийӗсем тӑрӑх экскурсисем ирттерӗç, ентешӗсен çитӗнӗвӗсем тата хӑйсен регионĕсен паллӑ вырӑнӗсен çинчен каласа парӗç, сцена çинче çемье коллективӗпе пултарулӑхне кӑтартĕç, çемье рецепчӗсемпе апат-çимӗç хатӗрлӗç.

Тутарстанпа формура Çырчаллинчи «КАМАЗ» предприятийĕнче ĕçлекен Гайфуллинсен-Сафинсен çемьи паллаштарĕ. Конкурса хутшăнма çемьене хавхалантараканĕ вĕсен хĕрĕ Гульнара Гайфуллина пулнă.

«Пирĕн çемье питĕ туслӑ. Эпир ялан пӗр-пӗрне пулӑшса, хавхалантарса пыратпӑр. Пирӗн девиз та çавнашкал «Алга», — палӑртнă Гульнара Гайфуллина.

Гайфуллин-Сафинсен династийӗн «КАМАЗри» пӗрлехи стажӗ— 279 çул. Вăл 1981 çулта пуçланнӑ. Шӑпах çавӑн чухне «КАМАЗ» заводра Раудат Сафин хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ.

Форумра Чăваш Енпе тата чăвашсемпе куракансене Семёновсен пысӑк та туслӑ çемйи паллаштарӗ. Николай Анатольевичпа Алевтина Мефодьевна Семёновсем 20 çула яхӑн пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, пилӗк ача çитӗнтереççĕ. 

 

«Форума пире Чӑваш Республикин Ӗçпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви йыхравларӗ, — пĕлтернĕ Алевтина Семенова. — Эпир питӗ юрлама-ташлама юрататпӑр, чӑваш наци культурине хаклатпӑр, чыслатпӑр. Мускавра пурӑнакансемпе хӑнасене тӑван Чӑваш Ен çинчен каласа парӑпӑр, пултарулӑх номерӗсем хатĕрлерĕмĕр, çемье династийӗ конкурсӗнче тупӑшӑпӑр, çавӑн пекех чӑваш апат-çимӗçĕпе паллаштарăпăр. Январĕн 23-мӗшӗнче вара 2024 çул Раççейре Çемье çулталӑкне уçнă çĕре хутшӑнӑпӑр».

Сăнӳкерчӗксем zainsk-inform.ru тата culture.cap.ru сайтсенчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России