Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ ача садӗнче те чăваш воспитательсем патне лекрӗмӗр

Хусан пек пысăк хулара чăваш воспитательницăсем ӗçлекен садиксене ятарласа шырасан тӳрех тупаймăн та пуль. Пире вара шырамасăрах ăнчӗ. Вырăссен «рыбак рыбака видит издалека» текен каларăшӗнчи пек, чăвашпа чăваша шăпа тӗл пултарчӗ ахăртнех. Çавăнпа та кил çумӗнчи çӗнӗ садике мар, ырă кăмăллă та ӗçчен чăвашсем ӗçлекен ача-пăча учрежденийӗсене лекни пирӗншӗн пысăк телей пулчӗ. 

Пӗр 15-20 çул каялла çамрăк ашшӗ-амăшӗсем ача çуралсан ăна садике вырнаçтарасси пирки шухăшламан та темелле. Пепке 1,5-2 çул тултарсан килпе юнашар хуть хăш ача садне çăмăллăнах вырнаçтарма пулатчӗ. Темиçе çул каялла вара ку лару-тăру йăлт улшăнчӗ – ачана садике вырнаçтарас тесен малтан ăна Патшалăх услугисен порталӗ урлă черете тăратмалла, унтан вăл 3 çул тултариччен кӗтмелле. Каяс текен садике лекеет-и сан ачу – ку тепӗр ыйту. Пысăк хуласенче ача нумай çуралать, шкулчченхи учрежденисем вара шутлă вырăнлă...

Çичӗ çул каялла ывăл çуралсан эпир те çуралнăлăх хутне илсенех Патшалăх услугисен порталӗ урлă хамăр пурăнакан комплексри çӗнӗ  садике черете тăтăмăр. Ун чух ачасене 3 тултарсан кăна илетчӗç-ха садике. Тӳрех черете тăнăран лекетпӗрех пуль тесе шанса тăраттăмăр килпе юнашар вырнаçнă ача садне. Анчах та шанни тӳрре тухмарӗ: икӗ ушкăнлăх 50 ача илчӗç те эпир çав шута лекеймерӗмӗр. МФЦна кайсан вӗрентӳ специалисчӗ урăх садике черете тăма сӗнчӗ. Мӗн тăвас тетӗн – тăтăмăр. 

Темиçе кунтанах пиртен икӗ чарăнура вырнаçнă ача садне направлени пачӗç. Кил çумӗнчи вӗр çӗнӗ садик пек мар ку, кивӗскер, тӗплӗ юсав тахçанах пулманни сисӗнет. Анчах суйламалли çук – çӳреме пуçларăмăр. 

– Пирӗн воспитательницăсем сӗре аван, ак Юлия Вадимовна сире ушкăнпа паллаштарать, – терӗ 327-мӗш ача сачӗн заведующийӗ çамрăк воспитательницăпа паллаштарнă май. – Тепӗр воспитательница Ольга Арсентьевна та пысăк опытлăскер, унпа та ыран паллашăр. 

Каласа хăвармалла, садикре те, шкулта та малтан ашшӗ-амăшне тӗрлӗ документсем çырса тултарттараççӗ. Ашшӗ-амăшӗн, ачисен даннăйӗсене, ăçта ӗçленине, телефон номерне, адресне... Кунта та анкета çырса патăмăр. Иккӗмӗш кунне каçпа ывăла илме кайсан мана тепӗр воспитательница – Ольга Арсентьевна – кӗтсе илчӗ.

– Эсир Евгений Турхана пӗлетӗр пуль? Унăн ывăлӗ Вася та çак садике, ман ушкăна çӳрерӗ, – калаçнă май пӗлтерчӗ вăл. Эпӗ «Сувар» хаçатра ӗçлени пирки анкетăна вуласа пӗлнӗ ӗнтӗ.  

Ольга Арсентьевна хăй те Теччӗ районӗнчи Çӗньялта çуралса ӳснӗ чăваш пулнине пӗлтерчӗ. Мана, пӗтӗм çӗрте чăвашсене шырама хăнăхнăскере, йăхташăмăра тӗл пулни питӗ савăнтарчӗ. Кил çумӗнчи садике лекейменнишӗн кулянни туххăмрах иртсе кайрӗ. Чăн та, Ольга Арсентьевна пысăк опытлă (38 çул ӗçлет вăл ку садикре) воспитательница пулни малтанхи кунсенченех сисӗнчӗ. Ырă кăмăллăскер патне ачасем тӳрех туртăнаççӗ. Ирсерен садике пуçтарăнма пуçласанах ывăл: «Паян Ольга Арсентьевна пултăрахчӗ, унпа чухне питӗ интереслӗ, вăл вăрçмасть», – тетчӗ. Утренниксене чăвашла сăвăсем вӗренеттӗмӗр юратнă воспитательница хушнипе, ытти мероприятисенче те чăваш халăхӗн культурине, йăли-йӗркине кăтартма тăрăшнă. 

Икӗ çул çӳрерӗмӗр Ольга Арсентьевна патне. 5 тултарсан ывăла логопед ушкăнне куçарасси пирки пӗлтерчӗç. Вăл вара урăх садикре, килтен тата та аяккарах. Кулянтăмăр юратнă воспитательницăпа сывпуллашма тивнӗрен. Ара, тăван пекех туйăнатчӗ ӗнтӗ Ольга Арсентьевна. 

Кӗркунне çӗнӗ садике çӳреме пуçларăмăр. Кунта та пире малтанхи кунах питӗ кăмăллă воспитательница Лидия Владимировна кӗтсе илчӗ. Вăл çӗнӗ ушкăна çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем валли малтанхи кунах Ватсапра ушкăн йӗркелерӗ. Ушкăнри контактсен аватаркисене пăхса ларнă май курах кайрăм – çӗнӗ воспитательница чăваш халăх тумӗпе тăра парать! Çапах та тепӗр кун хăйӗнчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме шутларăм. Йăнăшман иккен эп, Лидия Владимировна чăнахах та чăваш хӗрӗ – Чăваш Енри Улатăр районӗнче çуралнă, каярах вӗсен çемйи Ульяновск облаçне куçса кайнă-мӗн. 

Ку садикре те чăваш воспитательница патне лекнӗшӗн чунтанах хӗпӗртерӗм. Анчах та шăпа пирӗн валли татах та сюрприз хатӗрленӗ иккен. Пӗр-ик эрнерен ывăл çӳрекен ушкăна тепӗр воспитательница килчӗ – Галина Петровна. Пӗр ирхине ывăла садике илсе килсен вăл мана: «Хаçатра салам парасшăн, юрать-и?» – терӗ. Галина Петровна эп Лидия Владимировнăна илсе килсе панă «Сувар» хаçатăн номерӗсене курнă иккен. «Юрать паллах. Эсир те чăваш мар пулӗ те?» – ыйту çине ыйтупа хуравларăм эпӗ. «Эп те чăваш», – терӗ воспитательница, Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкран иккен. 

Хусан пек пысăк хулара чăваш воспитательницăсем ӗçлекен садиксене ятарласа шырасан тӳрех тупаймăн та пуль. Пире вара шырамасăрах ăнчӗ. Вырăссен «рыбак рыбака видит издалека» текен каларăшӗнчи пек, чăвашпа чăваша шăпа тӗл пултарчӗ ахăртнех. Çавăнпа та кил çумӗнчи çӗнӗ садике мар, ырă кăмăллă та ӗçчен чăвашсем ӗçлекен ача-пăча учрежденийӗсене лекни пирӗншӗн пысăк телей пулчӗ. 

213-мӗш садике те икӗ çул çӳретпӗр. Ывăл «садике каяс килмест» тесе пӗрре те каламан çак хушăра. Пачах тепӗр май, канмалли кунсенче те «хăçан тунтикун çитет-ши, садике каяс килет» тет. Çак туртăм, паллах, воспитательсенчен нумай килет. Вӗсем ăшшăн йышăннине ача тӳрех туять. Лидия Владимировнăпа Галина Петровна иккӗшӗ те çав тери ырă кăмăллă, пысăк опытлă, ачана мӗн кирлине çур сăмахранах ăнланаççӗ, çийӗнчех пулăшма тăрăшаççӗ. Лидия Владимировна çемçен калаçса ачан кăмăлне тупма пӗлет пулсан, Галина Петровна çирӗп сăмахсемпе воспитани парать шăпăрлансене. 

Вăхăт пӗр шелсӗр малалла чупать. Акă иртнӗ эрнере пирӗн те, хатӗрленӳ ушкăнне çӳрекен ачасен, садикри юлашки утренник пулчӗ. Эппин кӗçех каллех юратнă воспитательницăсемпе сывпуллашатпăр. Тунсăх пусать çакăн пек самантсенче, тăван пекех çывăхланнă çынсенчен уйрăлас килмест. Çапах та вӗсемпе халичченхи пекех Хусанта иртекен чăвашла мероприятисенче тăтăшах тӗл пуласса шанатăп.

Майпа усă курса хамăн ывăлăн Егорăн юратнă воспитательницисене – Ольга Арсентьевна Долговăна, Галина Петровна Лукьяновăна тата Лидия Владимировна Уткинăна ырă кăмăлшăн, ачасене воспитани парас ӗçе чунне панăшăн, кирлӗ чух паха сӗнӳ-канашпа пулăшнăшăн чӗререн тав тăвас килет. Сире пурне те çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, çăмăл мар ӗçӗрте малашне те ăнăçу сунатăп. Ачасене обществăра хăйсене еплерех тытмаллине, пӗлӳ тӗнчипе паллашма шăпах эсир вӗрентетӗр. Юратнă ӗçӗр савăнăç кăна кӳтӗр сире.

Эпир вара садикпе сывпуллашса кӗркунне шкула кайма хатӗрленетпӗр. Кам пӗлет, тен, шкулта та чăваш учительсем тӗлне пулăпăр? Тем пекехчӗ.

Сăнӳкерчӗксем О.Долгова, Г.Лукьянова тата автор архивӗсенчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: детсад

2
X