Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ ӗҫ кунӗ ҫине пӗр канмалли

РФ Ӗҫ кодексӗн 112 статйипе килӗшӳллӗн, Уяв кунӗ эрнери канмалли кунпа пӗр вӑхӑта килсен, кану уяв хыҫҫӑнхи ӗҫ кунӗ ҫине куҫать

Тутарстанри Ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви 2021 ҫулхи производство календарӗнче канмалли кунсене палӑртнӑ. Ҫапла ҫитес ҫул Тутарстан Республикинче ӗҫлемелле мар уяв кунӗсем ҫаксем шутланаҫҫӗ:

Январӗн 1,2,3,4,5,6 тата 8-мӗшӗсем;
Январӗн 7-мӗшӗ – Раштав;
Февралӗн 23-мӗшӗ – Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ;
Мартӑн 8-мӗшӗ – Халӑхсем хушшинчи хӗрарӑмсен кунӗ;
Майӑн 1-мӗшӗ Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ;
Майӑн 9-мӗшӗ – Ҫӗнтерӳ кунӗ;
Июнӗн 12-мӗшӗ – Раҫҫей кунӗ;
Августӑн 30-мӗшӗ – Тутарстан Республикин кунӗ;
Ноябрӗн 4-мӗшӗ – Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ;
Ноябрӗн 6-мӗшӗнче – ТР Конституцийӗн кунӗ.
Вӗсемсӗр пуҫне Ураза-байрампа Курбан-байрам та уяв кунӗсем пулаҫҫӗ, вӗсен вӑхӑтне Тутарстан Республикин Президенчӗ хӑйӗн Указӗпе ҫирӗплетет.
ТР Мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн иныормацийӗ тӑрӑх, ҫак уявсем майӑн 13-мӗшӗнче тата июлӗн 20-мӗшӗнче пулмалла.

РФ Ӗҫ кодексӗн 112 статйипе килӗшӳллӗн, Уяв кунӗ эрнери канмалли кунпа пӗр вӑхӑта килсен, кану уяв хыҫҫӑнхи ӗҫ кунӗ ҫине куҫать.
Ҫапла 2020 ҫулхи октябрӗн 10-мӗшӗнче тухнӑ РФ Правительствин 1648 номерлӗ "2021 ҫулта канмалли кунсене куҫарасси ҫинчен" Постановленийӗ тӑрӑх, ҫак канмаллисене урӑх куна куҫарнӑ:
Январӗн 2-мӗшӗнчен (шӑматкун) ноябрӗн 5-мӗшне (эрнекун);
Январӗн 3-мӗшӗнчен (вырсарникун) декабрӗн 31-мӗшне (эрнекун);
Февралӗн 20-мӗшӗнчен (шӑматкун) февралӗн 22-мӗшне (тунтикун).
Ҫакна шута илсе 2021 ҫулта 5 кунлӑ ӗҫ эрнине шута илсен, Тутарстан Республикинче 244 ӗҫ кунӗ, 121 канмалли кун пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев