Сувар

Икӗ кун тӑман тустарать

Тутарстанӑн Патшалӑх автоинспекцийӗ водительсене  ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра ҫул ҫине тухма асӑрханса тӑма ыйтать

Синоптиксен прогнозӗпе январӗн 14-15-мӗшӗсенче республикӑра юр ҫӑвать, тӑман тухать, ҫил хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 16 метра ҫитет, ҫулсене юр хӳсе кайма пултарать, пӑрлак хӑрушлӑхӗ те пур.

Патшалӑх автоинспекцийӗнче водительсене ял-хуласенчен тухма тытӑнса тӑма ыйтаҫҫӗ. Автоҫулсем ҫинче хӑрушлӑхсӑр хӑвӑртлӑха тытса пыма, шутламасӑр тунӑ маневрсенчен, сасартӑк чарӑнассинсен асӑрханма ыйтаҫҫӗ.

Машинапа пынӑ чухне хӑрушсӑрлӑх ременӗсемпе ҫакланни, ачасене автокреслосенче лартса ҫӳрени пурнӑҫа ҫӑлма пултарни пирки манмалла мар.

Ҫил-тӑманпа пӑрлаклӑ ҫанталӑк ҫуран ҫӳрекенсемшӗн те хӑрушӑ пулма пултараҫҫӗ. Вӗсен ҫул урлӑ юранӑ ҫӗртен кӑна каҫмалли тата тум ҫинче ҫутӑ тӑвӑракан элементсем ҫакса ҫӳремеллине манмалла мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: