Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ кунра 10 пин ытла фейк

Икӗ кунра Раççейре суйлавпа çыхăннă 10 пин ытла фейк сарăлса ӗлкӗрнӗ. Александр Малькевич сăмахӗсемпе, çав фейксен хушшинче темиçе çул каялла ӳкернӗ видеосем те йышлă тӗл пулаççӗ. Тӗслӗхрен, 2018, 2019 çултисене нумай асăрханă. 2013 çулта ӳкернине те тепре сарма ӳркенмен. Фейксене соцсетьсенече лартсан вăл хăвăрт сарăлать. Ку енӗпе халӗ Тик-ток «ăнăçлă» ӗçлет.

РФ Обществăлла палатин Информаци пӗрлӗхӗсене, массăлла хыпар хатӗрӗсемпе массăлла коммуникацисене аталантарас енӗпе комиссийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ, «Городское агентство по телевидению и радиовещанию» АО («Санкт-Петербург» телеканал) генеральнăй директорӗ Александр Малькевич пӗлтернӗ тăрăх, икӗ кунра Раççейре суйлавпа çыхăннă 10 пин ытла фейк сарăлса ӗлкӗрнӗ.

Александр Александрович сăмахӗсемпе, çав фейксен хушшинче темиçе çул каялла ӳкернӗ видеосем те йышлă тӗл пулаççӗ. Тӗслӗхрен, 2018, 2019 çултисене нумай асăрханă. 2013 çулта ӳкернине те тепре сарма ӳркенмен. Фейксене соцсетьсенече лартсан вăл хăвăрт сарăлать. Ку енӗпе халӗ Тик-ток «ăнăçлă» ӗçлет.

Суйлав епле пынине сăнакансем пурри кăна çак лару-тăру чăннипе епле пулнине пӗлме май парать.

Мӗнле кӗрешмелле-ха фейксемпе? А.Малькевич шучӗпе, пӗрремӗшӗнчен, уççăн ӗçлеме тăрăшмалла. Тутарстанра, тӗслӗхрен, массăллă хыпар хатӗрӗсем, Обществăлла палата тата Тӗп суйлав комиссийӗ кал-кал ӗçлеççӗ. Иккӗмӗшӗнчен, фейксем çинчен калакан закона улшăнусем кӗртмелле. Виççӗмӗшӗнчен, социаллă сетьсен ӗçне те йӗркене кӗртмелле. Закон кăларакансенчен ытларахăшӗ аслă çулти тата соцсетьсенчен «аякри» çынсем, вӗсем интернет еплерех хăвăрт ӗçленине ăнланса çитерейменни куçкӗрет. Çавăнпа та законсене çирӗплетни кирлех. Çапла майпа кăна фейксен шутне самай чакарма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2021