Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИКӖ КУНРА 302 АВАРИ

Шел те, автомобильти хăрушсăрлăх пиçиххийӗ ПАИ тытасран кăна кирлӗ тесе шутлакансем нумай

 Иртнӗ канмалли кунсенче (февралӗн 12-13-мӗшӗсенче) Хусанта кăна çул-йӗр çинче 302 инкек пулнă. 1 çуран çӳрекен, 3 водительпе пӗр пассажир хытă аманнă. Инкексен сăлтавӗ çанталăкпа кăна çыхăнман. ПАИ статистики тăрăх, çав икӗ кунра кăна 1292 водительпе 204 çуран çӳрекене çул-йӗр правилисене пăснăшăн административлă явап тыттарнă: вӗсенчен 59-шне хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çыхăнманшăн, 142 водителе çуран çӳрекенсене çул паманшăн, 12-шне ачасене турттармалли правилăсене пăснăшăн, тепӗр 22-шне ӳсӗрле руль умне ларнăшăн.

Шел те, автомобильти хăрушсăрлăх пиçиххийӗ ПАИ тытасран кăна кирлӗ тесе шутлакансем нумай. Статистикăпа вара тавлашма йывăр. Транспорт хăрушсăрлăхӗн тӗпчевӗсем кăтартнă тăрăх, çул-йӗр инкекӗсенче водительпе тата умри ларкăч çинче ларса пыракан пассажира вилесрен е хытă аманасран 50 процентӗнче, хыçалта ларса пыракансене 25 процентӗнче шăпах хăрушсăрлăх пиçиххийӗ çăлать.
Закон тăрăх, автомобиле ларнă водительпе мӗнпур пассажирăн хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çыхăнмалла. Хусанта миçе çын çакна пăхăнманни çитес вăхăтра паллă пулӗ. Мӗншӗн тесен февралӗн 14-20-мӗшӗсенче кунти ПАИ ӗçченӗсем «Хăрушсăрлăх пиçиххийӗ» мероприяти ирттерсе водительсемпе пассажирсем хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çыхăннипе çыхăнманнине тӗрӗслеççӗ. Патшалăх автоинспекцийӗ пурне те çул-йӗр правилисене пăхăнма, çул çинче тимлӗ пулмаллине асăрхаттарать.

Ирина КУЗЬМИНА.
Сăнӳкерчӗк
«Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев