Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ курав

Çак куравра Педагог тата вӗрентекен çулне халалласа «Инициация» проект куракан умне кăлараççӗ.

ТР Патшалăх Ӳнер искусствисен музейӗ çумӗнчи Хальхи вăхăтри искусствăсен галерейинче сентябрӗн 6-мӗшӗнче 16.00 сехетре харăсах икӗ курав уçăлать. Вӗсене Раççей ӳнер академийӗн Атăлçи уйрăмӗн тата РФ художникӗсен творчество союзӗн «Графком» эксперимент шайӗнчи творчество мастерскойӗ йӗркеленӗ.

«Графком 10+. Инициация» курава  РФ Художникӗсен творчество союзӗн Тутарстанри графика секцийӗ ӗçлеме пуçланăранпа 10 çул çитнине халалласа йӗркеленӗ. Çак куравра Педагог тата вӗрентекен çулне халалласа «Инициация» проект куракан умне кăлараççӗ. Ăна пурнăçа кӗртме РФ Культура министерстви, ПО РВ‎АХ, ТСХР пулăшнă.

Иккӗмӗш куравӗ «Влюбленный в графику» Валентин Даниленко ӳнерçӗн персональнăй куравӗ.

В.Даниленко Донской (Раççей) хулинче çуралнă, 1975 çултанпа Латвире пурăнать.

Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх Ӳнер искусствисен музейӗн пресс-службинчен.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка