Сувар

Суйламалăх пур: икӗ Петӗр, Çӗмьюн тата Иван

Яковлевăн ӗçӗн пӗлтерӗшӗ чăвашсен революци хыççăнхи тăван чӗлхепе пӗлӳ илес процесӗ çине мӗнлерех витӗм кӳнине шута илсен, паллах, аслă вӗрентекенӗмӗр тивӗç çак списока кӗме. Тепӗр тесен Иван Яковлев ятне пӗтӗм чăваш пӗлет, теори тăрăх вăл сахал сасă пуçтармалла мар.

Тутарстанăн 100 çулне халалланă сайтра республикăри чи чаплă çынсене палăртассипе районсем хушшинче  хӗрӳ ăмăрту пырать. Мала Заинск районӗн кандидатури   Федор Симашев спортсмен тухнă, вăл 1387 сасă пуçтарнă. Иккӗмӗш вырăнта Пестрецы районӗ Брест крепоçне хӳтӗлекен паттăрпа Петр Гавриловпа пырать, 655 сасă. Виççӗмӗш вырăнта – Хусанти Федор Шаляпин. 100.tatarstan.ru cайта кӗрекенсем нумайăшӗ уншăн йăнăшпа сасăлаççӗ пулмалла, мӗншӗн тесен Хусан списокра пӗремӗш тăрать. 
Чăваш кандидачӗсенчен чи нумай сасă пухаканни февралӗн 5-мӗшӗ тӗлне Теччӗ районӗн кандидачӗ Иван Яковлев пулса тăрать. Вăл 293 сасă пуçтарса 45 çынран 6-мӗш вырăнта пырать. Тӗлӗнмелле япала. Иван Яковлев хăйӗн çутта кăларас ӗçӗсене шăпах Патша вăхăтӗнче, ТАССР йӗркеленсе каиччен туса ӗлкӗрет. Теччӗ районӗн пуçлăхӗсем ăна мӗншӗн республика историйӗпе çыхăнтарнине ăнлантарма йывăр. Яковлевăн ӗçӗн пӗлтерӗшӗ чăвашсен революци хыççăнхи тăван чӗлхепе пӗлӳ илес процесӗ çине мӗнлерех витӗм кӳнине шута илсен, паллах, аслă вӗрентекенӗмӗр тивӗç çак списока кӗме. Тепӗр тесен Иван Яковлев ятне пӗтӗм чăваш пӗлет, теори тăрăх вăл сахал сасă пуçтармалла мар. 

Мӗнле пулсан та, чăвашсенчен хальлӗхе теччӗсем малта. Чи кайра пыраканни вара Петӗр Хусанкай. Элкел районӗн кандидатури списокра юлашкинчен тăваттăмӗш. Чăваш халăх поэчӗ мӗншӗн сасă пухайманнинче ахăртнех техника сăлтавӗсем те пур пулмалла. Пăва районӗ тăратнă Петр Дементьев (вулакансем асăрхаттарнă тăрăх, вăл амăшӗ енчен кăна чăваш иккен, ашшӗ вырăс пулнă теççӗ) 11-мӗш вырăнта. Çӳльту районӗ тăратнă Семен Коновалов паттăр танкист.
Хисеплӗ вулакансем, çак сасăлава эсир те хутшăнма http://100.tatarstan.ru сайтра пултаратăр

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: