Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ уколшӑн икӗ канмалли кун

Раҫҫей Министрсен Кабинечӗ Covid-19-тан прививка тунӑ хыҫҫӑн икӗ кун тӳленекен канмалли кун парассине ырланӑ

Раҫҫейре пурӑнакансем коронавирусран вакцинаци тунӑ хыҫҫӑн икӗ тӳленекен канмалли кун илееҫҫӗ. 

Ҫакнашкал йышӑнӑва социаллӑ тата ӗҫ хутшӑнӑвӗсене шайлаштаракан виҫӗ енлӗ комисси ларӑвӗнче тунӑ. 

Комисси пайташӗсем ӗҫпе тивӗҫтерекенсене парӑнакан рекомендацине ырланӑ. 

Документ тӑрӑх, тӳленекен канмалли кунсем пирки ҫырнине организацисен коллективлӑ килӗшӗвӗсене е локальлӗ нормативлӑ актсене кӗртмелле.

Вакцинаци иртнӗ хыҫҫӑн икӗ канмалли кун пама Министрсен Кабинетне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнӑ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев