Сувар

Икӗ уйăхра Тутарстанра 600 пин тваткал метр çурт-йӗр туса пӗтернӗ

Çакăн çинчен ТР строительство, архитектура, ÇКХ министрӗн çумӗ Ильшат Гимаев пӗлтернӗ

«Кăçала пирӗн план - 2,7 миллион тваткал метр çурт-йӗр. Ку иртнӗ çултинчен кăштах сахалтарах, анчах та эпир унран иртме палăртатпăр. Эпир иртнӗ çулхи çитӗнӳсен шайне пăхсан, начар мар динамикăпа пыратпăр пулсан та, хальхи вăхăтра çулталăк çăмăл мар пуласси паллă. Кăçалхи январь-февральти тата март пуçламăшӗнчи кăтартусене пăхсан, 600 пин тваткал метр çурт-йӗр туса пӗтернӗ. Çакă пире плана пурнăçласси пирки шанăç кӗртет», - тенӗ вăл.

Гимаев хушса каланă тăрăх, строительство темпӗсем çавăн пекех пулччăр тесен застройщиксем валли мерăсем йышăнмалла. Çав шутра льготăллă ипотекăна малалла тăснине те, застройщиксене федераллă бюджетран финанслассине те.     

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: