Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иккӗмӗш хума сарăлма парар мар

Кăçал çуркунне Мускавра ӗçлекенсем коронавируса ялсене илсе клнине эпир лайăх астăватпăр

Европăри çӗршывсем коронавирусăн иккӗмӗш хумӗнчен хӳтӗленсе çӗнӗрен чарусем кӗртме пуçланă.  Ăçта ресторансене хупаççӗ, ăçта çын нумай пухăнакан вырăнсене икӗ эрнене кӗртмеççӗ. Октябрӗн 5-мӗшӗнчен Мускаври шкулсем кӗрхи каникула каяççӗ. Хула мэрӗ Сергей Собянин пӗлтернӗ тăрăх, санитари врачӗсен сӗнӗвӗпе вăл Мускаври кӗрхи каникулсене октябрӗн 18-мӗшӗччен тăсма йышăну тунă. Çакăн пек тума ăна кӗркунне нăннине пула тухакан чирсен ӳсни тата коронавирус тупнă тӗслӗхсем йышланни хистенӗ. Каникулсем вăхăтӗнче дистанциллӗ уроксем пулмаççӗ. Ача сачӗсем çавăн пекех ӗçлеççӗ.

Собянин сăмахӗсемпе, коронавирус чирне ертнӗ çынсен чылай пайӗ ăна симптомсемсӗр, сисмесӗр тӳссе ирттерет, ытларах чухне вӗсем ачасем. Килне килсе вӗсем вируса аслисене «параççӗ», лешсем вара самай йывăртарах чирлеççӗ. Çавăнпа çӗршывăн тӗп хулинче пурăнакан аслисене килӗсенче ларма сӗнет мэр.

Аса илтеретпӗр, хальхи вăхăтра  Мускаври метрона маскăсăр кӗрсен штраф илме пулать.  Кăçал çуркунне Мускавра ӗçлекенсем коронавируса ялсене илсе клнине эпир лайăх астăватпăр. Халӗ нумайăшӗ вахтăра. Стройкăсене те ӗçлеме чарас пулсан, пандемиян иккӗмӗш хумӗ вăйлă сарăлма пуçлать.

Сентябрӗн 22-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра Covid-19па чирленӗ 22 çӗнӗ çынна регистрациленӗ. Ӗнер вӗсем 23-ӗнччӗ. Чирлисенчен ытларахăшӗ Хусантан, Ешӗлварпа Лайăш районӗсенчен икшер çын, Арск, Пӗкӗлме, Пăва, Çӳльту, Лениногорск, Саба районӗсенчен – пӗрер. Анчах Та Хусанти Инфекци пульници çумӗнче хăйсен черетне кӗтсе ларакан васкавлă пулăшу машинисен шутне курсан лару-тăру лăпкă тесе шухăшлас килмест.

Ăнланатпăр, вируса пула кӗртнӗ чарусем экономикăна питӗ пысăк сиен кӳреççӗ. Ăна тата нефть хакӗ пӗчӗк пулнине кура çӗршывăн чылай патшалăх программине финанслассине чакарма тивет. 2021 çулта бюджет тăкакӗсене пӗчӗклетесси паллă. Коронавирусăн иккӗмӗш хумӗ алхаса пуçласан, пӗрремӗш хумпа арканайман экономикăна пандеми пысăк сиен кӳме пултарасси каламасăрах паллă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев