Сувар

Илеме курма пӗлни унăн Турă пани

Юрий Тимофеев ӳкерме те, йывăçран каскалама та ниçта та ятарласа вӗренмен, аттесӗр ӳснӗскере кăтартакан та пулман

Нурлат районӗнчи Пӗчӗк Хăмăшлăра пурăнакан Юрий Тимофеевăн пултарулăхӗпе район халăхӗ паллашни нумай мар-ха, йывăçпа аппаланма, картинăсем пикенсех ӳкерме пӗр 10 çул каялла кăна пуçланă вăл, ӗçрен тухсан ахаль ларасран тенӗ пек. Малтан хăй çуралса ӳснӗ çуртсен макетне тунă вăл, унтан чиркӗвӗнне, кайнă вара малалла. Вăл ăсталанă йывăç савăт-сапан, картинăсен шучӗ те çук халӗ.

Ăста вӗсене тирпейлӗн стенасем çинчи хăй ăсталанă çӳлӗксем çине, картинăсене стенасем çине вырнаçтарса тухнă. Ӗçлеме меллӗ пултăр тесе ятарласа мастерской та лартнă. Кирлӗ инструменчӗ те йăлтах пур. Материала, çăкапа хурăна, вăрманçăсенчен туянать. Паллă ӗнтӗ, тăкаксăр мар Юрий Тимофеевăн чун киленӗвӗ, апла пулсан та пӗр япалине те сутмасть, килен-каяна парне парса ярать. Сăмах май, унăн ӗçӗсене ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та курса хакланă. Нурлатри Туслăх Çурчӗн ертӳçи Галина Терентьева тăрăшнипе халӗ ăна районти пӗр мероприятирен те хăвармаççӗ. Чи интересли кунта Юрий Тимофеев ӳкерме те, йывăçран каскалама та ниçта та ятарласа вӗренменни, аттесӗр ӳснӗскере кăтартакан та пулман, илеме курма-туйма пӗлни унăн Турă пани. Интернетран, кӗнекерен пăхса вӗренет. Мӗнпурин патне пырать алли.

Ăстан ӗçӗсене ятарласах курма килекенсем нумай. Тольяти, Самара, Ульяновск, Мускав, нумай пулмасть Америкăран та килсе кайнă. Хăйӗн ӗçӗсене çынсем хаклани  малалла ӗçлеме хавхалантарать те ăна. Сӗтел-пукан ăсталама шутлать, материалпа эскизсем те хатӗр ӗнтӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: