Сувар

Илемлӗ гол. Илемлӗ вăйă!

Сентябрӗн 8-мӗшӗнче «Динамо» стадионра пирӗннисем «Фарт» командăпа вылярӗç. Иртнӗ тӗлпулура судья пирӗн икӗ гола (офсайдран тесе) шута илменни халӗ те асра, çавăнпа та тавăру «Фарта» хăваласа çитрӗ-çитрех.

Хусанти футбол юратакансен лигинчи «С» ушкăнра чăвашсен «ЧНКА» команди хальлӗхе 8-мӗш вырăнта. Çак команда ТР Спорт министерстви йӗркеленӗ 8х8 турнира та хутшăннипе-и, вылякансем çитсех каймаççӗ. Тӗп вратарьпе те паллă-мар-ха: те выляять вăл, те çук. Паянхи куна «ЧНКА» умӗнче тăракан тӗп йывăрлăх – улăштаракансемсӗр (заменăсăр) выляни. Çакна пула хăш-пӗр матчсенче вӗçне çити хăвăрт темпа тытса пыраймаççӗ, ывăнса çитеççӗ. Вратарь вырăнне вылякан тăрать пулсан та, «ЧНКА» вăйă тăршшӗпе лайăх хӳтӗленет. Анчах кӗрттернӗ голсен статистики тăрăх, вӗсем юлашки 15 минутра пулса иртеççӗ.

Çавна пула-ши Алексей Егоров команди юлашки матчра вăйă тактикине улăштарчӗ. Сентябрӗн 8-мӗшӗнче «Динамо» стадионра пирӗннисем «Фарт» командăпа вылярӗç. Турнир таблицинче 11-мӗш вырăнта пырать пулсан та, «Фарт» шăлсăр команда мар. Кăçал июнӗн иккӗмӗшӗнче эпир ку вылякансемпе тӗл пулнăччӗ ӗнтӗ. Ун чухне «ЧНКА» 0:3 шутпа выляса янăччӗ. Халӗ тавăрма вăхăт çитнӗ. Анчах та 1-мӗш таймăн 26-мӗш минутӗнче пӗрремӗш мечӗк пирӗн хапха сеткине пырса тăрăнчӗ.

«ЧНКА» вăййи варринче «сыпăнсах» кайманнипе çурма хӳтӗлекенсем мечӗке малта вылякансене тӗл параймарӗç. Александр Романовăн та, Алексей Егоровăн та «Фарт» защитникӗсене улталама шанăç çукчӗ. Иккӗмӗш таймра «ЧНКА» атакăлас хăватне ӳстерчӗ пулсан та, хирӗç вылякансен штрафнойне мечӗкпе пӗрле кӗме йывăрччӗ пирӗннисене.
«Фарт» футболисчӗсем те ывăнса çитрӗç пулмалла. Иккӗмӗш тайм вӗçленсе пынине кура мечӗке аута тапса кăларкалама пуçларӗç. «ЧНКА» калăн çакна кӗтнӗ кăна. 74-мӗш минутра Алексей Егоров кӗтнӗ гола кӗртрӗ-кӗртрех.

Паллă ӗнтӗ, матча 1:1 шутпа вӗçлес темен «Фарт» атакăна вирхӗнчӗ. Выляс вăхăт вӗçленмеллеччӗ ӗнтӗ. Пирӗн хапхана угловой тапмалли самант çитсен «ЧНКА» выляканӗсем пурте хăйсен штрафнойне голкипера пулăшма пуçтарăнчӗç, пӗр Егоров кăна «Фартăн» хӗрринчи хӳтӗлекенӗсем патне утса кайрӗ. Угловойран йăтса панă мечӗк «ЧНКА» выляканӗсенчен пӗрин аллине лекнӗ тесе «Фарт» футболисчӗсем хăлаçланма пуçларӗç, анчах та судья çавăнтах тăрать, веçех курчӗ, вăл выляс правилăсене пăснă тесе шăхăрмарӗ. Çав вăхăтра мечӗк площадка варринче тăракан Алексей Егоров патне çитрӗ. Пирӗн капитана кун пек чухне чарма йывăр. «Фартăн» пӗр хӳтӗлекенӗ ăна пырса тăрăнчӗ те ӳкрӗ, вратарь та мечӗк айне выртап тесе пушă алăпа тăрса юлчӗ. Пушă хапхана вара нумай тӗллемелле мар. «Фартăн» тепӗр хӳтӗлекенӗ ун патне пашка-пашка чупса çитнӗ тӗле Алексей Егоров мечӗке хирӗç вылякансен сеткине тăрăнтарчӗ. Илемлӗ гол. Илемлӗ вăйă. Ентешсене саламлама пулать.

Пирӗннисем раздевалка кӗрсе пӗтсен те-ха «Фарт» выляканӗсем судьяпа тавлашса тăратчӗç. Анчах та «сарă» карточкăсемсӗр пуçне урăх нимӗн те кӗтсе илеймерӗç унран. Шут улшăнмарӗ. 2:1 - «ЧНКА» малта! Иртнӗ тӗлпулура судья пирӗн икӗ гола (офсайдран тесе) шута илменни халӗ те асра, çавăнпа та тавăру «Фарта» хăваласа çитрӗ-çитрех. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Теги: футбол
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: