Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Илья ИВАНОВ: «НИМЕ ПĂХМАСĂРАХ ЙЫШЛĂ ĂРУ ХĂВАРАЙНĂ ТУРХАНСЕМ»

Чăваш наци библиотекинче Евгений Турханăн çӗнӗ кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ

 

Сентябрӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти Наци библиотекинче Тутарстан Республикин Писательсен союзӗн тата ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗн, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн, паллă писателӗн тата журналистăн Евгений Турханăн тин çеç пичетленсе тухнă кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ. «Потомки Аттилы» ятпа кун курнă çӗнӗ кӗнеке. 

Евгений Андреевич хăй каланă тăрăх, ку кӗнекене вăл вăтăр çула яхăн çырма хатӗрленнӗ, материалсем пуçтарнă, аслă тăванӗсем каласа кăтартнисене çырса пынă, архивсенче нумай ӗçленӗ. Çапла пӗрчӗн-пӗрчӗн пуçтарнă вăл кӗнекери хаклă материала. 

Автор чăвашсен паллă йăхӗ – Турхансем – ăçтан тухнине тӗпчет. Таврапӗлӳ ӗçне вăл илемлӗ литературăпа хутăштарса кăсăклă çырса парать. Вулакансен умне чăваш халăхӗн аваллăхӗ уççăн тухса тăрать. Турхансен йăхне вăл ик çӗр çул каяллахинчен пуçласа паян куна пурăнса çитнисем таран çырса кăтартать. Евгений Турханăн ӗçӗ, тӗрӗссипе, мӗнпур чăвашшăн усăллă та пӗлтерӗшлӗ. 

Кӗнекене вуласан Турхансенчен паллă çынсем йышлăн тухнине пӗлетӗн: çар çыннисем, ял хуçалăхӗпе завод ӗçченӗсем, инженерсем, журналистсемпе писательсем, ученăйсем, тухтăрсемпе вӗрентекенсем. Турхан ялӗнчен тухнă йăх несӗлӗсем паян Раççейӗн тӗрлӗ хулисенче, Белоруссире, Казахстанра, Киргизире, Австралире, Ливире, Непалта тата ытти çӗршывсенче пурăнаççӗ. 

Хăтлава питӗ нумай çын хутшăнчӗ: паллă писательсемпе поэтсем, ӳнер искусствин çыннисем, авторăн йышлă тăванӗсем. Евгений Турхана кӗнеке тухнă ятпа саламлакансен шутӗнче паллă поэтесса, РФ Писательсен союзӗн пайташӗ Лидия Филиппова, писатель тата журналист, Митта Ваçлей ячӗллӗ преми фончӗн президенчӗ Илья Иванов (вăлах мероприятие ертсе пычӗ), писатель тата драматург Владислав Николаев, пултаруллă поэт, «Ылтăн йӗрке» литература премийӗн лауреачӗ Юрий Сан, отставкăри полковник Алексей Грибов (Е.Турханăн иккӗмӗш сыпăкри шăллӗ), журналист тата çыравçă Петр Сидоров, писатель Чутай Юркки, Петрпа (паллă скульптор) Федор  Пупинсем, ачалăхри юлташӗ Феликс Сидоров килнӗччӗ. Евгений Турхана кӗнекене кăларма нумай пулăшнă, аслашшӗпе пӗртăванӗн ывăлӗ Давид Турхан та кунтахчӗ. Хăтлавра писателӗн аппăшӗсемпе – Вероника Турханпа, Маргарита Заплаткинăпа та паллашма май пулчӗ. Сăмах  май, Вероника Андреевна та çыравçă, хăй каланă тăрăх, 65 çултан иртсен çыр-

ма пуçланă.

«Пӗтмен иккен-ха чăвашсем, – хӗрӳллӗн калаçрӗ Илья Арсентьевич мероприятие уçнă май. – Темле йывăр самантсене пăхмасăрах паянхи куна йышлă йăх илсе çитернӗ Турхансем. Аттила таранах шырать Евгений Андреевич хăй йăхӗсене. Кӗнеке тытăмӗпе икӗ пайран тăрать. Пӗрремӗшӗ мифологиллӗрех. Паянхи кун Аттила таран курмашкăн упранса юлнă, архивра пичет çапса панă документ çук пирӗн. Çавăнпа хăш чухне историлле реконст-

рукци тума тивет, гипотеза та çуралать. Анчах та, ман шутпа, иккӗмӗш пайӗ чăн, паянхи тата кăшт маларахри ӗмӗрсенче пурăннă мăн-мăн аслашшӗсем çинчен унта, вӗсен пурнăçне ӗнентерекен документсене те алла тытса курма пулать. Турхансен йăхӗ тем те тӳснӗ, репрессиленӗ те вӗсене. Анчах ниме пăхмасăрах йышлă ăру хăварайнă Турхансем», – терӗ Илья Иванов. 

Лидия Филиппова Евгений Турханăн пултарулăхне хакласа ăна зубрпа танлаштарчӗ: «Савăнатпăр паян сирӗншӗн, Евгений Андреевич. Турхансене эпир чăваш литературинчен нимле те кăларса пăрахаймастпăр. Историлле романсем çыракансем писательсен хушшинче паян çук тесен те юрать. Эсир литературăра зубр пулса тăратăр, Николай Максимовпа, Людмила Сачковăпа пӗрле. Малашне те çапла хӗрӳллӗн ӗçлеме вăй-хал сунатăп сире», – терӗ Лидия Ивановна.    

Хăтлава килнисем пурте тенӗ пекех сăмах илсе Турханăн çӗнӗ кӗнекине хакларӗç. Калаçу ытларах кӗнекене чăвашла кăлармалла пулнă тени тавра çаврăнчӗ. Хăшӗ-пӗри вырăсла тухнине тӗрӗс тесе йышăнчӗ. Çавсенчен пӗри Владислав Николаев пулчӗ: «Ман шутпа вырăсла çырни питӗ те тӗрӗс. Турхансенчен те паян пурте тăван чӗлхепе калаçмаççӗ. Ку кӗнекене вуланă хыççăн вара хăйсем çавăн пек чаплă йăхран тухнине пӗлсе мăнаçланӗç те тăван чӗлхене те вӗренес тейӗç. Чăвашла пӗлменнисене тăван чӗлхепе хавхалантарма  пулăшӗ кӗнеке», – терӗ çыравçă. 

Хусантан килнӗ çыравçă тата журналист Константин Малышев  кӗнекене роман пек курасшăн пулнине пӗлтерчӗ. Ун шучӗпе хуплашкинчен, ятӗнчен пуçласа кӗнеке хăй çавна ыйтать. Евгений Турхан итленӗ хыççăн кун пек шухăш пуррине пӗлтерчӗ. «Сывлăх пултăрччӗ, тепӗр 30–40 çул пурăнасчӗ-ха, вара çырма та юрать», – терӗ шӳтлесерех.  

Евгений Турханăн кӗнеки унăн тăванӗсемшӗн çеç мар, мӗнпур чăвашшăн хаклă. Çакна хăтлава килсе çитнӗ пӗр вулакан та çирӗплетрӗ. «Эпӗ Писательсен союзӗн Телеграм-каналне çырăннă та пур хыпара та пӗлсе тăрап. Наци библиотекине çӗнӗ кӗнекене пăхса тухма пуçтарăнаççӗ тенине вуларăм та чуптартăм çакăнта», – терӗ Алексеева юлташ. 

Мероприятие килнисенчен нумайăшӗ кӗнекен пӗрремӗш пайӗнче чăвашсен историне кăсăклă çырса кăтартнине палăртрӗ. Хăш-пӗрин шучӗпе юмах майлăрах та, анчах халапра халăх ăсӗ, унăн аваллăхӗ пытаннине те шута илмелле.  

 

Ирина ГОРДЕЕВА.

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.  

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев